Понедельник, 11 ноября

Ан çулăхтăр сахăр диабечĕ

Юнри сахăр шайĕ кирлинчен нумайрах пулсан чире янине сахăр диабечĕ теççĕ. Врачсем ытларах «сахăр» мар, юнра «глюкоза» ÿснипе çыхăннине диабет теççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те организма вăй паракан çăлкуçсем шутланаççĕ. Эпир кирлине апатпа пĕрле илетпĕр-çке.
Мĕн çини апат хуранĕпе пыршăра ирĕлет. Глюкоза юна лексе пĕтĕм организма саланать. Автомашинăна бензин кирлĕ евĕрех, çынна глюкоза ÿсме, утма, шухăшлама тата ыттине те пулăшать. Вăл юнран органсене тÿрех лекеймест. Ăна инсулин кирлĕ. Вăл — ăш парĕ туса кăларакан гормон. Организмра инсулин çитмесен органсемпе клеткăсене глюкоза сахалрах пырать. Çавна пула вăл юнра нумайланать. Пирĕн çĕршывра 2 миллион ытла çын сахăр чирĕпе чирлет. Вĕсенчен 200 пинĕшĕн пĕрремĕш типли шутланать. Иккĕмĕш типлă сахăр диабечĕ те пулать. Вĕсемсĕр пуçне тата сайра хутра тĕл пулаканнисем пур: йăхри, хырăм, пĕсехе парĕн, гипофиз, надпочечник чирĕсене, эмелсем ĕçнине пула аталанаканни. Сайра хутра йывăр çынсен диабечĕ те пулать.
Çыннăн юнри сахăр шайĕ нормăпа 8—12 сехет çывăрнă хыççăн ирхине выç хырăмла 3,3—5,5 миллимоль-литр пулмалла. Апат çинĕ хыççăн 7,8 миллимоль-литртан иртмелле мар. Çакăнтан пысăкрах пулсан ик-кĕленмелĕх пурах.
Юнри сахăр шайĕ ÿснине гипергликемия теççĕ. Вăл сывлăха хавшатма тата чире малалла аталантарма пулăшать. Чир шала кайни куçсене, шăлсене, чĕрене, пÿресене, урасене хавшатать.
Юнри сахăр шайĕ кирлинчен аяларах пулсан гипогликемия хăратать. Вăл сахăр диабечĕпе чирлĕ çын çак енĕпе ĕçмелли эмелсемпе ытларах усă курсан пулма пултарать.
Мĕнле пĕлме пулать-ха юнра сахăр шайĕ пысăккине? Тăтăш шăнипе, шыв ĕçес килнипе, çăвар типнипе, имшерленнипе, хырăм выçнипе, вăй пĕтнипе, çывăрас килнипе, куç витĕмĕ чакнипе, вăраха кайнă чирсем пуррипе, пÿрне вĕçĕсем чĕпĕтнипе тата вĕсен туйăмĕ чакнипе.
Харпăр-хăйĕн сахăр шайне тĕрĕслесех тăмалла. Хăвăрт пĕлмелли меслетсем нумай. Вĕсен шутне глюкометр, тест-полоска кĕреççĕ. Чире малалла аталанма парас мар тесе тăрăшмалла.
Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмаллах. Чире маларах палăртни сиплеве пуçлама пулăшать. Çакă пурăнакан кун-çула вăрăмлатать.
В.ФЕДОРОВА,
врач-эндокринолог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *