Ача сачĕн пĕрремĕш кирпĕчĕсене хучĕç

Ача сачĕн пĕрремĕш кирпĕчĕсене хучĕç

Комсомольскинче 5 çул каялла çĕнĕ ача сачĕ хута кайнине кашниех ас тăвать, паллах. Ун чухне ачасене аталанма услови туса панăшăн, ача-пăча садне хута янăшăн еплерех савăннăччĕ ашшĕ-амăшĕсем, асламăшĕ-аслашшĕсем. Çитес çул вара пысăк та илемлĕ çĕнĕ ача сачĕ Урмаел салинче хута кайĕ. Кунта строительсем ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ: никĕсне хывнă, кирпĕч турттарса килнĕ. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче вара савăнăçлă лару-тăрура пĕрремĕш кирпĕчсене хучĕç. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Юрий Попов, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, ял çыннисем, шкул ачисем, педагогсем хутшăнчĕç.
Уява юрă-ташăпа уçрĕç, сумлă хăнасем ача сачĕн пĕрремĕш кирпĕчĕсене хучĕç. Савăнма сăлтав пур. 2019 çулхи август уйăхĕнче ача садне хута яма палăртнă. Апла пулсассăн строительсен çанă тавăрса ĕçлемелле, ĕçе вăхăтра вĕçлемелле. Ял çыннисем вара ача сачĕн алăкĕсем уçăласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *