Четверг, 25 апреля

Пунктсенче йĕрке пулмалла!

Пунктсенче йĕрке пулмалла!

«Çеçенхирте нăрă та — какай вырăннех», — теççĕ халăхра. Эпир çеçенхирте мар, пирĕн хĕле хирĕç сивĕтмĕшсене выльăх какайĕпе тултарасси йăлара. Анчах ыйту: выльăха ăçта пусса тирпейленĕ?
Юлашки вăхăтра йышăннă саккунсемпе килĕшÿллĕн выльăха ятарлă вырăнта пусмалла. Раççей Ял хуçалăх министерствин пĕчĕк тата вăтам йышши ятарлă пунктсенче выльăха пусса какая малтанласа тирпейлемелли çинчен калакан ветеринари правилисем, çавăн пекех таможня союзĕн «Аш-какай тата унран хатĕрленĕ продукцин хăрушсăрлăхĕ çинчен» текен техрегламент çапла тума хистеççĕ. Асăннă пĕрлĕхе кĕрекен çĕршывсене аш-какай сутас тесен йĕркене çирĕп пăхăнмалла.
Ялсем тăрăх çÿресе пуçтарнă выльăх какайне Чулхула, Чĕмпĕр, Мускав облаçĕсен тата Тутарстан çыннисене сутаççĕ. Кунта ним япăххи те çук. Анчах нумай чухне туяннă выльăха ял вĕçĕнчех е çырмарах пусаççĕ.
Ятарлă оборудовани вырнаçтарман çĕрте, ветеринарипе санитари правилисем, гигиена требованийĕсем çинчен калаçни пушă сăмах çаптарни кăна вĕт. Аш-какай хăрушсăрлăхĕ вара «пы-ы-сăк» ыйту çуратать.
Хăрушсăрлăх тата пахалăх сăлтавсăр аса килмест çав. Россельхознадзор специалисчĕсем кăçал Чăваш Енри предприятисем тата усламçăсем туса илекен какая лабораторисенче тĕрĕслеттернĕ май сыснан шăнтнă пĕверĕнче тата какайра çын сывлăхне сиен кÿме пултаракан япаласем тупса палăртнă. Чăх какайĕн фаршĕ тата хырăмлăхĕ иккĕленÿ çуратнă тĕслĕхсем те пулнă.
Республикăра кашни районта тенĕ пекех выльăх пусса тирпейлемелли ятарлă пунктсем пур. Республикипе — 40-е яхăн. Вĕсенче мăйракаллă шултра выльăх та, сысна та пусса тирпейлеççĕ.
Чир-чĕр тухасран тата сарăласран çакнашкал пунктсене Россельхознадзор куçран вĕçертмест. Кăçал 12 пункт тĕрĕсленĕ.
Шел те, тĕрĕслевçĕсем çитменлĕхсем тупса палăртнă тĕслĕх сахал мар. Ку енĕпе ĕçлес текенсен чи малтанах çак йĕркесене шута илмелле. Выльăха пусса тирпейлемелли пункта ветеринари докуменчĕсемсĕр йышăнмалла мар. Документсенче вакцинацисем, диагностика тĕпчевĕсем, юлашки хутчен хăçан антибиотик ĕçтерни пирки çырса пыраççĕ.
Выльăха тÿрех пусмалла мар, темиçе кун тăхтамалла. Ветеринари тухтăрĕн тĕрĕслемелле те выльăх сывлăхĕ çинчен ятарлă журналра çырмалла. Республикăра çак йĕркесене пăхăнманни пĕр тĕслĕх кăна мар.
Пуснă хыççăн пушшех те тимлĕх кирлĕ. Кунта ветеринарипе санитари экспертизи пирки сăмах пырать. Çак ĕç валли лайăх çутăпа тивĕçтернĕ пÿлĕм уйăрмалла. Тĕрĕслев хыççăн клеймо çапма та юрать. Кун хыççăн ăна сивĕтмĕшре тытмалла. Ветсанэкспертиза пирки журналта çырмалла. Пусса тирпейлемелли пунктсенче ăшă тата сивĕ шыв, дезсредствăсем пулмалла.
Кашни пунктрах пыршисене, мăйракисене, юнне тата пуснă хыççăн юлакан ытти каяшсене пуçтарма контейнер кирлĕ.
Тĕрлĕ шĕвеке юхса тухма та ятарлă вырăн кирлĕ. Ăна вăхăтран вăхăта тасатса тата дезинфекци туса тăмалла. Тислĕк тата хырăмлăхпа пыршисем валли те вырăн уйăрмалла.
Палăртсах калас килет, çак пунктсене е цехсене регистрацилемелле.
Тĕрĕсленĕ 12 пунктра кашнинче тенĕ пекех асăннă йĕркесене пăхăнманнине тупса палăртнă. Элĕк районĕнчи пунктра дезбарьер пулман. Ытти районсенче выльăха ветврача тĕрĕслеттермесĕр пуснă, ветсанэкспертиза ирттермешкĕн ятарлă пÿлĕм пулман.
Ытларах чухне пунктсенче чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станцисен патшалăх ветврачĕсем пăхса тăраççĕ. Анчах та вĕсене журналсене йĕркеллĕ çырса пыманшăн асăрхаттарма тивнĕ. Сăмахран, выльăх пусичченхи журнала тÿрех çырса тултарман. Çакă вара выльăха пусиччен тĕрĕсленинче иккĕленÿ çуратать. Çитменнине тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра сивĕтмĕшре упранакан какай çинче клеймо пулман. Ветсанэкспертиза ирттерни çинчен çырни те пулман журналсенче.
Палăртмалла, асăрхаттарса каланă çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшаççĕ.
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн пресс-секретарĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *