Елена Сапаркина районта пулнă

Елена Сапаркина районта пулнă

Çак кунсенче пирĕн района ĕçлĕ тĕл пулăва Чăваш Республикин ача-пăча прависен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина килсе çитнĕ. Вăл район администрацийĕн çул çитменнисен ĕçĕсен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан центрăн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Çак службăсем профилактика учетĕнче тăракан, социаллă хăрушлăхри çемьесенче çитĕнекен çул çитменнисемпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине тишкернĕ.
Çавăн пекех Елена Владимировна район администрацийĕн пысăк залĕнче граждансене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă, кашни ыйтăва тимлĕн итлесе тивĕçлĕ хурав панă.
Малалла Елена Сапаркина Комсомольски 1-мĕш, Тукай Мишер вăтам шкулĕсене çитсе курнă. Ачасене мĕнле апатлантарни, класс тулашĕнчи ĕçе епле йĕркелени çине тата воспитани ыйтăвĕсене уйрăм тимлĕх уйăрнă.
Юлашкинчен Е.В.Сапаркина район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвне хутшăннă. Унта çул çитменнисем хушшинче йĕркене пăсассин профилактикине тата ытти ыйтăва сÿтсе явнă.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *