Четверг, 25 апреля

Диплома тивĕçнĕ

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин ШĔМĕн министерстви çумĕнчи обществăлла канаш 2018 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва районсенчи обществăлла канаш представителĕсем, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем те хутшăннă.
Кăçал обществăлла канаш 117 мероприяти йĕркеленĕ пулсассăн, районти канаш членĕсем те мероприятисенче хастар. Вĕсем пĕрлехи йышăну кунĕсене, рейдсене, акцисене, уяв мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ çумĕнчи обществăлла канаш видеороликсен конкурсне хутшăнса виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Шăпах канашлура обществăлла ĕçре хастаррисене чысланă. Обществăлла канаш председательне Мария Илларионовăна Диплом тата парне парса чысланă. Саламлатпăр!
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *