Четверг, 18 апреля

Ĕçе вăхăтра пурнăçланă

Ĕçе вăхăтра пурнăçланă

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче чăннипех те маттур çынсем пурăнаççĕ тесе çирĕплетсех калатпăр. Эпир ĕçлеме те, канма та пĕлетпĕр.
Вырăнти пуçлăх, специалистсем ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тесе нумай тăрăшаççĕ. Кăçал ял тăрăхĕнчи ялсенчи масарсен картисене тĕпрен юсарĕç, урамри çулсене юсарĕç. Нумаях пулмасть Тĕвенеш ялĕнче Пролетарская урамра шыв юхмалли пăрăх хурса хăварчĕç. Çуллахи-кĕркуннехи вăхăтра кунта шыв пуçтарăнса тăратчĕ, каçса çÿреме çав тери кансĕрччĕ. Ĕçе çине тăрса пурнăçланăшăн эпир Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне Геннадий Ефремова чĕререн тав тăватпăр.
— Вăл ĕçе пĕтĕмпех йĕркелесе пычĕ. Тавах ăна, — теççĕ Тĕвенеш ялĕнче пурăнакансем.
Ĕçĕр яланах ăнса пытăр, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунатпăр сире.
Г.НОВИКОВА,
Çĕнĕ Кипеç ялĕн старости.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *