Воскресенье, 25 февраля

Çÿхе пăртан асăрханăр

Çÿхе пăртан асăрханăр

Çанталăк сивĕ. Апла пулин те пăр çÿхе-ха. Пулăçсем çав-çавах çÿхе пăрпа витĕннĕ пĕве-кÿлле кĕме хăрамаççĕ. Çапах та шиклĕх туйăмне çухатма кирлĕ мар. Хамăр айванлăха пула инкек курмалла ан пултăрччĕ. Акă, тĕслĕхрен, Тутарстан Республикинче çул çитмен ача çак кунсенче пăр çурăлнине пула шыв айне анса кайнă.
МЧСра тăрăшакансем хальлĕхе юханшывсем çирĕп шăнман тесе хыпарлаççĕ, халăха çÿхе пăр çине кĕме юраманни пирки тепĕр хут аса илтереççĕ.
Сывлăш температури 0 градус тăнă чух, пăр çирĕплĕхĕ 30 градус сивĕ чухнехипе танлаштарсан, 10—15 хут «вăйсăртарах». Унсăр пуçне пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар. Çыран хĕрринче, шыв вăйлă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче вăл татах та çÿхерех. Специалистсем шурлăхлă вырăнсем лайăх шăнманнине те палăртаççĕ.
Çынсем пулă тытас тĕллевпе пухăнакан вырăнта, пĕр çыранран теприне çитес тесе сукмак хывнă тĕлте ятарлă табличкăсем е асăрхаттару аншлагĕсем вырнаçтармалла. Иртен-çÿренĕн, паллах, «Пăр çине кĕме юрамасть!» тесе çырнă асăрхаттару паллисене курсан вĕсене унта ахальтен кăна çирĕплетменнине шута илмеллех. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта та çынсем суранланнин тата вилнин сăлтавĕ пулма пултарать.

Д.ГАЛКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *