«Çĕнĕ çул серпантинĕ»

«Çĕнĕ çул серпантинĕ»

Часах Çĕнĕ çул та çитет. Хĕл мучи таврана шурă пĕркенчĕкпе лайăхах витеймерĕ-ха, апла пулин те вăл çак çитменлĕх пирки часах аса илĕ тесе шанатпăр.
Çĕнĕ çулччен уйăх ытларах çеç юлчĕ. Апла пулсассăн, туссем, халĕ — тăван тавралăха, кил-çуртпа ĕç вырăнĕсене илемлетмелли хĕрÿ тапхăр. Çынсене çак ырă ĕçе хавхаланса хутшăнтарас, район сăн-сăпатне татах та илемлетес тĕллевпе район администрацийĕ ноябрĕн 20-мĕшĕпе декабрĕн 20-мĕшĕччен «Новогодний серпантин» конкурс ирттерме палăртнă. Унта организацисемпе предприятисем, уйрăм хуçалăхсем, ял тăрăхĕсем тата предпринимательсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене декабрĕн 24-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, 20-мĕш пÿлĕм.
Информаципе тĕплĕнрех Комсомольски районĕн официаллă сайтĕнче паллашма пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *