Четверг, 18 апреля

Цифра телекуравне хута яраççĕ

Цифра телекуравне хута яраççĕ

Раççей телекурав тата радиовещани сечĕн Чăваш Республикинчи филиалĕ иккĕмĕш мультиплексăн хатĕр-хĕтĕрĕн расконсервацине пуçланă.

Ноябрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа иккĕмĕш мультиплексăн тĕрĕслев трансляцийĕ Улатăр, Патăрьел, Пăрачкав тата Шăмăршă районĕсенче пырать. Телеканалсем пĕр вăхăтрах цифра тата аналог формачĕсенче кăтартни телеканалсемшĕн хака ларать. Çавăнпа та иккĕмĕш мультиплекса «цифрăпа» кăтартмалли хатĕр-хĕтĕре консервациленĕ.
Федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн аналоглă телекурава чакариччен иккĕмĕш мультиплексăн каналĕсене 50 пин ытла çынлă хуласенче çеç кăтартма йышăннă. Унччен пирĕн республикăра 20 цифра каналне Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем çеç курма пултарнă. Халĕ 4 районта тата Улатăр хулинче пурăнакансен те çакăн пек май пур. Ытти районсенче те иккĕмĕш мультиплекса хута ямалли ĕçсем пыраççĕ. Республи- кăра пурăнакансем пурте Çĕнĕ çула 20 цифра каналне курса кĕтсе илме пултарĕç.
Тĕплĕнрех цифра телекуравĕ çинчен СМОТРИЦИФРУ.РФ сайтра е тÿлевсĕр 8-800-220-20-02 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *