Пятница, 19 апреля

Республика конкурсĕнче палăрнă

Республика конкурсĕнче палăрнă

Кĕркунне кашни çулах ача-пăчан декораципе хушма искусствин «Виçĕ хĕвел» республика конкурс-куравĕ иртет. Унта çулсерен районти ача-пăча искусство шкулĕн художество уйрăмĕнче вĕренекенсем те хутшăнаççĕ /вĕрентекенĕ Н.В.Абдюшева/.
Ахальтен мар конкурса çакăн пек ят панă. Унта Чăваш Ен ялавĕ çинче пурнăç йывăççи тăрринчи виçĕ хĕвеле сăнланă. Чăваш халăхĕн виçĕ хĕвел çинчен халап пур. Ун тăрăх, хĕвелсем çутатса ăшăтчăр тесен хамăр алăпа илем тумалла, ĕçсене чун ăшшине парса пурнăçламалла.
Конкурса хутшăнакансем йышлăн пулнă пулсан та, пирĕн район ачисем унта палăрма пултарнă. Акă, Аделя Каримуллина аслă ушкăнра 3-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Валерия Кулик вăтам ушкăнра иккĕмĕш вырăна тухнă. Елизавета Дряблова 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене ноябрĕн 20-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти краеведенипе истори музейĕнче чысланă. Пурне те саламлатпăр, малашне те пултарулăхра ăнăçусем сунатпăр!
Ф.ГИБАТДИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *