Суббота, 20 апреля

Вырăнти продукци тутлăрах

Вырăнти продукци тутлăрах

Ноябрĕн 22—23-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Центросоюз канашĕн ертÿлĕхĕ Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. РФ регионĕсенчен килсе çитнисем пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕпе паллашнă. «Ялсемпе пĕчĕк хуласен аталанăвĕ — çĕнĕ кооперацинче» мероприяти республикăра çеç мар, районсенче те иртнĕ.
Акă, Комсомольскинчи потребкооперацин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе Раççейри коопераци университечĕн студенчĕсем ноябрĕн 22-мĕшĕнче районта пулчĕç. Çамрăксем аталану çул-йĕрĕнчен пĕрре те айккинче юлмаççĕ. Вĕсем кашни япалапа тĕплĕн интересленеççĕ тата тĕпчесе ыйтса пĕлеççĕ. Çакă вĕсем райпо тытăмĕнчи АЗС епле ĕçленипе кăсăкланнинченех курăнчĕ. Унпа пĕрлех «Кооператор» ĕç-хĕлĕпе паллашнă май та студентсен вун-вун ыйту çуралчĕ. Продукцие мĕнле хатĕрлетĕр? Мĕнлерех технологисемпе усă куратăр? Мĕнле çĕнĕлĕх кĕртесшĕн? Сирĕн продукцие халăх туянать-и?
«Кооператор» ПК паянхи кун ыйтăвне туллин тивĕçтерекен продукци хатĕрлесе кăларать. Халиччен вĕсене тĕрлĕ тĕслĕ лимонад кăларнипе пĕлнĕ пулсассăн, халĕ тутлă та сĕтеклĕ сĕткен кăларнипе лайăх пĕлеççĕ. Кишĕртен, панулмирен, кавăнран хатĕрленĕ сĕткенсене курма килнисем хăйсем хакларĕç.
— Питĕ тутлă, — терĕç студентсем.
Хăнасем «Стройхозтовары» магазин ĕçĕ-хĕлĕпе те туллин паллашрĕç. Ял çыннин ыйтăвне еплерех тивĕçтернине магазин заведующийĕ Федор Гаврилов каласа пачĕ.
Хатĕрлев кантурне çитсе курнă май Мускавран килсе çитнĕ хăнасем тĕлĕннине пытармарĕç.
— Çакăн чухлĕ çĕрулми, кишĕр, купăста эпир нихăçан та курман, — терĕç вĕсем. Ахальтен мар ялта çитĕнтернĕ çĕрулмине тутанса пăхас тĕллевпе ăна туянчĕç те. «Хлебозавод» АХОна çитнĕ май кунта çавăн чухлĕ продукци хатĕрлеме пултарнинчен тĕлĕнчĕç. Вĕсем çăкăр-булкăсăр пуçне, мĕн чухлĕ пĕремĕк-печени хатĕрлеççĕ тата. Сту- дентсем продукцие тутанса пăхрĕç, хак пачĕç.
Хăнасем «Торговый дом» суту-илÿ çуртне, гастронома çитсе курчĕç, тавар, тĕрлĕ продукци еплерех сутăннипе кăсăкланчĕç. Производство комбинатĕнче те пулса курчĕç. Пĕр сăмахпа каласассăн вырăнта продукцие епле хатĕрленипе, вĕсене сутлăха янипе, ял çыннисене мĕн сĕннипе тĕплĕн кăсăкланчĕç.
Студентсен паллашмалли, пĕлмелли, ăша хывмалли сахал мар пулчĕ. Райпо канашĕн председателĕ Светлана Грачева студентсене предприятисен пурнăçĕпе туллин паллаштарчĕ, çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ.
— Паянхи пурнăç таппинче пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Эпир киввине кăна упраса пымастпăр, çĕнни патне те ăнтăлса ырми-канми тăрăшатпăр. Аслăраххисен пуян опычĕ çамрăксене кулленхи ĕçре пулăшать, — терĕ Светлана Николаевна тĕл пулăва пĕтĕмлетсе. Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет: районта хатĕрлекен продукци — чи тутли, чи пахи. Çавăнпа ăна халăх хапăлласах туянать.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *