Анне пурри – телей

Анне пире темле уйрăм туйăмпа юратать. Сывлăхлă-и, айван-и, сăнран кăштах начар-и — анне пур пĕр юратать.
Манăн юратнă аннене Оксана Павловна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ сан вĕри юнун пĕр пĕчĕк тумламĕ. Санра пурри манра пур.
Анне пач çывăрмасăрах пурăнать пуль тесе шутлатăп. Эпĕ ирпе куçа уçнă чух кил-çуртра тирпейлĕ, сĕтел çинче апат-çимĕç, шкула тăхăнса каймалли япаласем хатĕр. Эпĕ çывăрма выртнă чухне анне алă ĕçĕ тăвать. Мĕнле çав тери чăтăмлă-ха вĕсем аннесем; Ялан ĕçре. Аннене пĕрре те çăмăл маррине ăнланатăп. Çавăнпа та мĕнпе те пулин савăнтарма тăрăшатăп, вăй çитнĕ таран пулăшатăп.
Пĕтĕм ĕçе аннепе пĕрле пурнăçлатпăр, тирĕк-чашăк, кĕпе-тумтир çăватпăр, тусан шăлатпăр, урайне çăватпăр, выльăх-чĕрлĕх пăхатпăр. Шăллăмпа иксĕмĕре анне яланах пулăшать, пирĕншĕн тăрăшать. Шкулта эпир начар паллăсемпе вĕренсен кулянать. Анне кулленех юнашар пулнишĕн, унпа хуть те мĕнле ыйтăва сÿтсе явма пултарнишĕн, ун хÿттинче хама телейлĕ туйса пурăннишĕн чунтан савăнатăп. Маншăн анне çул маякĕ пекех, çухалса кайма, йăнăшма, пĕр-пĕр серепене кĕрсе ÿкме памастех. Анне сăмахĕ, анне вĕрентĕвĕ, анне пилĕ пур çынна та кирлĕ.
Аннен чăтăмлăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнетĕп. Вăл çавăн пек маттур çын пулнишĕн хĕпĕртетĕп. Аннене кулянтарас мар тетĕп. Дима шăллăмпа иксĕмĕр уроксенче лайăх паллăсем илсе ăна савăнтарасшăн. Ытла та кăмăллă, ырă вăл. Эпĕ ăна питĕ юрататăп, нумай çул яланах сывлăхлă пулма сунатăп.
Хама çуратса ÿстернĕ аннерен пахи никам та çук. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă хаклă çыннăм умĕнче пуçăма таятăп. Хамăн пурнăçăмри чи çывăх çыннăма нихăçан та чĕререн кăлармастăп. Яланах çакна асра тытатăп, пурнăç малалла шăвать, эсĕ çитĕнетĕн — анне вара ватăлать. Пурнăçра аннене куллен пулăшса пыма тăрăшатăп. Эпир вĕсен умĕнче пысăк парăмра.
Виктория ЗУЕВА,
Нĕркеç вăтам шкулĕн
6-мĕш класс вĕренекенĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *