Эпĕ — 13 çулхи ачан ашшĕ. Хальхи вăхăтра эпир тĕрлĕ хулара пурăнатпăр. Мĕнле майпа эпĕ унчченхи арăма мар, ачана хăйне алиментсене куçарса пама пултаратăп;
Ача валли алиментсене унăн ашшĕ-амăшне е пăхса ÿстерекен çынна куçарса параççĕ. Вĕсем вара çак укçана ача çине тăкаклаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн килĕшĕвĕ е суд йышăнăвĕ тăрăх, алиментсене ачан хăйĕн ячĕ çине уçнă банк счечĕ çине куçарма пулать. Анчах та асра тытăр, енчен те çапла тумалли çинчен калакан суд йышăнăвĕ е нотариус патĕнче çирĕплетнĕ килĕшÿ çук пулсан, куçарса панă укçана алимент пек мар, парнеленĕ укçа пек хаклама пултараççĕ.
Енчен те эсир унчченхи мăшăрăрпа алимента ачан счечĕ çине куçарса пыма калаçса татăлтăр пулсан, çакна нотариус патĕнче килĕшÿ çырса çирĕплетмелле. Çак килĕшÿре укçан пĕр пайĕ ача амăшĕ патне ?ачана çитерме, тумлантарма/, тепĕр пайĕ ачан хăйĕн харпăр счечĕ çине куçнине çирĕплетмелле. Енчен те алимент тÿлемелли килĕшĕве маларах тунă пулсан, унта улшăнусем кĕртме май пур. Çакна валли каллех нотариус патне каяс пулать.
Хăшĕ-пĕри ачапа пĕрле пурăнакан амăшĕ алимента ача çине мар, урăх тĕллевсемпе тăкакласран хăрать. Кун пек чухне суд ача интересĕсене шута илсе алиментăн 50 процентĕнчен пысăкрах мар суммăна çул çитмен ачан банкра уçнă харпăр хăйĕн счечĕ çине куçарса пымаллине йышăнма пултарать. Çакăн пек ыйтупа суда заявлени парсан ашшĕн вăл ярса паракан укçана ачан амăшĕ ача çине мар, урăх тĕллевсемпе тăкакланине ĕнентерес пулать. Çакăн пек ыйтусене суд ларăвĕнче пăхса тухаççĕ. Ачан ашшĕ е амăшĕ суд ларăвне пыманни ĕçе пăхса тухассине чăрмав кÿмест, суд пурпĕрех йышăну кăларать.
ЧР Адвокатсен палати.