Воскресенье, 13 октября

Спорт лапамĕ хута кайрĕ

Спорт лапамĕ хута кайрĕ

Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем вĕренÿре те, спортра та маттур. Спортра татах та хастар пулас тесен, паллах, тренировка кирлĕ. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йăлине хăнăхтарма тата спортпа туслашма условисем туса парас тĕллевпе юнкун Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн территорийĕнче çĕнĕ спорт площадки хута кайрĕ. Савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн директорĕ Сергей Лукиянов хутшăнчĕç.
— Çĕнĕ площадка хута каясса чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Тинех кунта чун туличчен выльăпăр, сывлăха çирĕплетĕпĕр, — теççĕ кĕçĕн çулхисем савăнăçне пытармасăр.
Александр Осипов вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ял халăхне çĕнĕ спорт лапамĕ хута кайнă ятпа ăшшăн саламларĕ.
— Çĕнĕ объектсене хута яма тĕрлĕрен программăсене хутшăнни пулăшать. Ялсем аталанса пыччăр, спорт площадки пушă ан тăтăр, вăл ача-пăчан хаваслă сассипе янăратăр, — терĕ вăл.
Хĕрлĕ хăйăва касса кĕнĕ хыççăн ачасем хаваслăн, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла, мечĕк хăвалама пуçларĕç. Вĕсен савăнăçлă сасси инçете-инçете саланчĕ…
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *