Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çак кун района ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Хыпар» хаçат тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов килчĕç. Вĕсем вырăнти халăхпа информкунăн тĕп темисене сÿтсе яврĕç, çынсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç.
Район администрацийĕн акт залĕнче иртнĕ канашлура вырăнти пуçламăш организацисенчи ветерансен совечĕсен председателĕсемпе хуларан çитнĕ хăнасем тĕрлĕ ыйту тавра калаçрĕç. Ларăва ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен, правăна хÿтĕлекен органсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Юрий Тимофеев уçрĕ.
— Комсомольски районĕ аталанса пыраканнисен йышĕнче. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленин усси куç умĕнче. Сăмахран, тĕллевлĕ патшалăх программисемпе усă курса çĕнĕ 10 ФАП, спорт площадкисем хута яма пултартăмăр. Халăх сĕнĕвне шута илсе пурнăçланакан программăпа ялсенче çулсем туни, масар тата çăлкуç таврашĕсене тирпей-илем кĕртни, юсани, çĕнетни, электроэнергие перекетлекен лампăсем вырнаçтарни — пурте ырă пулăм. Ача сачĕсемпе шкулсем хута кайнипе пĕрлех маларах хăпартнă вĕренÿ заведенийĕсенчи спортзалсене, тĕслĕхрен, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн спортзалне тĕпрен юсама пултартăмăр. Çав вăхăтрах Урмаел вăтам шкулĕн сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетрĕмĕр, — пĕлтерчĕ Петр Краснов депутат.
Çÿп-çап ыйтăвĕ районта çивĕччисенчен пĕри, халĕ вара, ăна пуçтарнăшăн кашни çын пуçне 74,44 тенкĕ укçа тÿлеме тивнипе ял çыннисем кăмăлсăр.
— Ялта контейнерсем валли ятарлă пĕр вырăн пулмалла. «Экоцентр» автомашини унта пухăннă çÿп-çапа кăна илсе тухать. Вăл мусор пухса килĕрен киле çÿремест. Ял тăрăхĕсен пуçлă-хĕсен çак ятарлă вырăн ăçта вырнаçнине палăртакан схема тумалла та ăна экоцентра çитермелле, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов.
— Пăшăрхантаракан, калаçтаракан çивĕч ыйту пирĕн сахал мар. Хуравне вара пĕр-пĕрне ăнлансан кăна тупма пултарăпăр, ун чухне çеç ăнăçу пулĕ, — терĕ Юрий Тимофеев председатель.
А.ДЕНИСОВА.