Четверг, 29 февраля

Çул çинче тимлĕ пул!

Çул çинче тимлĕ пул!

Çул-йĕр инкекĕсенче вилнисене асăнмалли куна 2005 çулта çирĕплетнĕ. Унтанпа эпир кашни çулах ноябрĕн 3-мĕш вырсарникунĕнче çак куна паллă тăватпăр. Кăçал вăл ноябрĕн 18-мĕшĕнче пулчĕ. Çавна май республикăра, районта тĕрлĕ мероприятисемпе рейдсем иртрĕç.
Асăннă кун умĕн, ноябрĕн 16-мĕшĕнче, районти ГИБДД инспекторĕсем Денис Соловьев, Григорий Заводов, РФ муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн обществăлла канашĕн председателĕ Мария Илларионова ятарлă акци йĕркелерĕç. Вĕсем водительсемпе тĕл пулса профилактика калаçăвĕ ирттернипе пĕрлех, хĕрлĕ хăюсем те салатрĕç.
— Çул çинче пурин те тимлĕ пулмалла, çуран çÿрекенĕн те, водителĕн те. Асăрхануллă пулни инкекрен хăтарать, — терĕ асăрхаттарса Григорий Заводов инспектор.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *