Фестиваль савăнтарать, пĕр йыша пуçтарать

Фестиваль савăнтарать, пĕр йыша пуçтарать

Кĕркунне тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуян. Çак вăхăтра эпир çăвĕпех çитĕнтернĕ пахча çимĕçе пуçтарса кĕртетпĕр, хĕл каçма хатĕрленетпĕр. Ахальтен каламан кĕр сĕтелĕ çимĕçпе пуян тесе.
Акă, ноябрĕн 17-мĕшĕнче район центрĕнче йĕркеленĕ «Эх, улмаçăм-çĕрулми!» фестиваль те çакнах çирĕплетсе пачĕ. Ăна районта пурăнакансем çеç мар, сумлă хăнасем, кÿршĕ районсенчен килсе çитнисем хакларĕç. Шăматкун йĕркеленĕ уяв чăн-чăн пысăк фестивале çаврăнчĕ.
Пухăннисене чи малтан район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатулллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламларĕç. Çĕрулмине, сĕтел çинчи иккĕмĕш çăкăра мухтаса уяв йĕркеленĕшĕн чи малтанах проект ертÿçине Мария Илларионовăна, культура ĕçченĕсене тав турĕç.
— Каçалсем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Кÿршĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Çĕрулмине мухтаса çакăн евĕр фестиваль-уяв йĕркелеме пултарни чăннипех те курăмлă. Маттур», — терĕ Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Леонард Левый. Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Михайлов та фестиваль çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕ.
Шăпах çак уявра вара ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшакан, тыр-пул, çăкăр çитĕнтерекен ĕçченсене саламларĕç. «Сюрбеево» ООО механизаторне Вячеслав Долгова, «Дружба» ЯХПК механизаторне Павел Долгова, «Кызыл сабанча» механизаторне Петр Индюкова, Самарин фермер хуçалăхĕн тракторист-машинистне Сергей Козлова, «Слава картофелю» агрофирма водительне Константин Краснова, «Рассвет» ЯХПК трактористне Сергей Пыркина, «Урожай» колхоз трактористне Сергей Смирнова район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Çавăн пекех районти Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне ирттернĕ çĕре хастар хутшăннисене: районти потребительсен обществине, «Çăкăр завочĕ» ООО-на, «Производственный комбинат» ООО-на, Г.М.Хайртдинова уйрăм предпринимателе Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Фестивальте курмалли, паллашмалли, пĕлмелли чăннипех те нумай пулчĕ. Районта пурăнакансем, хăнасем кашни ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем йĕркеленĕ выставкăсемпе савăнсах паллашрĕç. Кунта тĕп вырăнта — çĕрулми тата унран хатĕрленĕ продукци. Унпа пĕрлех сăнÿкерчĕксен, ачасен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ выставкăсем те кăмăла кайрĕç. Вăл çеç-и; Районта пурăнакансем çĕрулмирен тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерме те ăста. Вун-вун тĕрлĕ блюдо хатĕрленĕ. Кунтах çĕрулми хăпартми, килте хатĕрленĕ чипсы, пÿремеч, шаркку, çĕрулми нимĕрĕ, кукăль, икерчĕ… Каласа та пĕтереймĕн. Пурне те вара тутанса хак пама май пулчĕ. Жюри членĕсем чи лайăх та тутлă çĕрулми продукцине суйларĕç.
Пирĕн районта элита вăрлăх çитĕнтерес енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Çынсем килти хуçалăхри вăрлăхсене те çĕнетсех тăраççĕ. «Слава картофелю» агрофирма ĕçченĕсем фестивальте çĕрулмин çĕнĕ йышши вăрлăхĕсене туянма сĕнчĕç.
— Тĕлĕнмелле пысăк уяв пулчĕ паян. Çĕрулмин çĕнĕ вăрлăхне туянтăмăр. Тутлă апат-çимĕç тутанса пăхрăмăр. Районта пултаруллă, ĕçчен, маттур çынсем пурăнаççĕ. Эпир вăхăтра ĕçлеме, канма, юрласа-ташласа савăнма пĕлетпĕр, — терĕ Лидия Карзакова.
Уяв конкурссемпе, пултарулăх коллективĕсен юрри-ташшипе пуян пулчĕ. «Эх, улмаçăм-çĕрулми!» фестиваль пурин кăмăлне те кайрĕ. Ял çыннисем юрласа, ташласа савăнчĕç, апат-çимĕç продукцине хакларĕç, элита вăрлăхсем те туянчĕç!
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *