Мăшăрсен туйăмĕсем хурçă пек çирĕп

Мăшăрсен туйăмĕсем хурçă пек çирĕп

Ялти сумлă та хисеплĕ çынсем… Камсем-ши вĕсем; Паллах, кам хăйĕн пурнăçне тĕрĕс-тĕкел пурăнса ирттернĕ. Çакăн евĕр ырă тĕслĕхлĕ çемьесем районта сахал мар. Вутланта пурăнакан Елизавета Ильиничнăпа Василий Петрович Зверевсен çемйи — вĕсенчен пĕри. Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Лисук аппапа Ваçили тете çемье çавăрни 65 çул çитрĕ, çавна май çак кун мĕнпур тăванĕ хурçă туй кĕрекине ларĕ.
Çемье çавăриччен кашнин хăйĕн историйĕ. Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралнă Лисукăн ачалăхĕ çăмăлах пулман. Унăн амăшĕ, виççĕмĕш ачине кун-çул парнеленĕ хыççăн, чирлесе ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлнă. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн шăпăрлансен ашшĕ те часах çĕре кĕнĕ. Тăлăхсене инкĕшĕ хăйĕн хÿттине илнĕ те тăван тĕпренчĕкĕсем пекех пăхса ÿстернĕ.
Василий Зверев Аслă Чурачăк ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вутлан ялне туса хурсан, унăн ашшĕпе амăшĕ унта пурăнма куçса кайнă.
Çамрăксем тăван хуçалăхра ĕçленĕ. «Ĕмĕт-тĕллевсемпе этем çунатлă», — теççĕ халăхра. Вĕсен те палăртнисем пулнах ĕнтĕ, анчах та пĕр кĕтмен çĕртен Тăван çĕршыв çине тăшман тапăнать.
Вăрçă! Мĕн чухлĕ куççуль, ылхан, çухату, вилĕм, нихăçан сипленми суран хăвартăн эсĕ халăх чĕринче. Амăшĕ пĕртен-пĕр ачине кĕтсе çĕре кĕчĕ, пĕчĕк пепке атте сăмаха калаймасăрах ватăлчĕ, арăмĕ мăшăрĕн ăшшине туймасăрах куçне хупрĕ, çамрăк çын чĕринче юрату хĕмленмесĕрех вăрçă хирĕнче выртса юлчĕ…Халăх çак синкер кунсене нихăçан та манмасть. Çулсем иртсен те çĕнтерÿ кунне çывхартса пуçĕсене хунă салтаксен ячĕсем яланах халăх чĕринче упранĕç.
Василий Зверев — Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Вăл вăрçăра артиллерист пулнă.
— Вăрçăн унăн хăйĕн шăпи: паян — сывă, ыран — çук. Çапах, епле йывăр пулсан та, тăшмана парăнтартăмăрах. Берлина илни халĕ те куç умĕнчех, унта çитнине ниепле те манаймастăп. Ăна штурмласа Рейхстага илтĕмĕр, — вăрçăн терт-нушийĕ çинчен каласа панă ашшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕсене.
Вăрçă чарăннă çулах яла çитеймен çав Василий Зверев. Берлина илнĕ хыççăн, килне кайма тăнă вăхăтра, çамрăка Яппун вăрçине янă. Унтан — Германие. Çичĕ çултан, 1950 çулта тин, яш тăван тăрăха таврăннă та колхозра механизаторта ĕçлеме пикеннĕ, арканнă çĕршыва çĕнĕрен ура çине тăратас ĕçре ырми-канми тăрăшнă. Каярах ăна «Заря» колхоз бригадирне лартнă, унтан сысна фермине ертсе пыма шаннă. Тукай ялĕнче ферма ертÿçинче ĕçлесе вăл тивĕçлĕ канăва кайнă.
Çемье — çын пурнăçĕнчи чи паха вырăн. Ваçилипе Лисук çемье çавăрса хуçалăх тытса пыма пуçланă. Çав вăхăтрах ача-пăча çуратса вĕсене çĕршыва юрăхлă, халăха кирлĕ ырă çынсем çитĕнтернĕ. Сăмах май, тĕпренчĕкĕсем Маргарита, Анатолий, Николай, Юрий, Петр çемьеллĕ. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленсе ĕçлесе пурăнаççĕ, ача-пăча çитĕнтерсе мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
— Куç тулли ылтăн ывăлăмсемпе кĕмĕл хĕрĕмсем пур. Мăнуксем вун виççĕн тата сакăр мăнмăнукăмсем. Тавах Турра, ачасем тăван кил сукмакне манмаççĕ, пире, ватăсене, сума сăваççĕ, яланах пулăшма тăрăшаççĕ, — тет Лисук аппа яланах.
Шел пулин те, ашшĕпе амăшĕн Елена хĕрĕпе Александр ывăлне ĕмĕрлĕхех çухатма тивнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те, чире пула ытла ир, вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă. Ашшĕ-амăшĕшĕн кунтан ытла йывăр, çĕр чăтмалла мар хуйхă тата та пур-ши;
Ĕмĕрĕпе, ырми-канми тăрăшса чыс-сума, хисепе çĕнсе илнĕ Зверевсем «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Елизавета Ильинична вара — «Ача амăшĕн мухтавĕ» медаль хуçи те. Килти архивра Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисен шучĕ те çук.
Паянхни кун Лисук аппапа Ваçили тете кĕçĕн ывăлĕн, Петрăн, çемйипе пурăнаççĕ. Арçын «Рассвет» хуçалăхра чылай çул тăрăшать. Вăл зоотехник та, осеменатор та, ветеринар та. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран хуçалăхра хисеплеççĕ ăна. Унăн мăшăрĕ, Светлана Васильевна, сутуçăра тăрăшать. Сумлă ватăсем, асламăшĕпе аслашшĕ, кинĕпе ывăлне мăнукĕсене пăхма май пур таран пулăшаççĕ, вĕсемпе чунтан савăнаççĕ.
65 çул пĕрле кун кунлакан мăшăрсем — Зверевсем — ачисемшĕн те, мăнукĕсемшĕн те, тăванĕсемшĕн те, ял çыннисемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Пурнăçра сахал мар хура-шурне, телейне курнă мăшăр яланах пĕр-пĕрне сума суса, хисеплесе, пулăшса пурăнма пиллет.

А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *