Вторник, 10 декабря

Кăтартусем курăмлă, ĕçченĕсем маттур

Районти налук инспекцийĕ 1990 çулта йĕркеленсен ăна чăн малтан Евгений Иванович Чернов ертсе пынă. Ун чухне штатра 7 çын çеç пулнă. 1995 çулта ĕçлекенсен шучĕ 19-ра çитнĕ. 2001 çулта Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕ йĕркеленнĕ. Вăл Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк районĕсене пĕрлештерет. Паянхи кун кунта патшалăх служащийĕсем пурĕ — 53-ĕн тата пулăшу ĕçĕ тăвакансем —16-ăн.
Истори сукмакне йĕрлесен, налук инспекцине туса хунă вăхăтра вăл район администрацийĕн çуртĕнче вырнаçни паллă. Каярах, 1999 çулта, налук инспекцийĕн çĕнĕ çуртне туса лартнă, 2006 çулта ăна тĕпрен юсаса реконструкциленĕ. Халĕ кунти ĕçченсем хăтлă, çутă пÿлĕмсенче тăрăшаççĕ.
— Çулталăкра икĕ хутчен эпир Уçă алăксен кунне йĕркелетпĕр. Çакăн евĕр мероприяти кăçал та ноябрĕн 9—10-мĕшĕсенче иртрĕ. Халăх çак кун пирĕн пата хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтупа килчĕ. Клиентсен ыйтăвĕсене эпир туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр, кирлĕ сĕнÿ-канаш парса пулăшатпăр, — терĕ шутлав тата налук тÿлекенсемпе ĕçлекен уйрăм ертÿçи Владимир Осипов.
Инспекцире опытлă, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен хастарсем тăрăшаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — налуксемпе ытти тÿлевсене вăхăтра пуçтарасси. Кодекса пăснă тĕслĕхсене тупса палăртса укçи-тенкине патшалăх хыснине тавăрасси те вĕсем çинчех. Налук тÿлекенсен вăхăтне тытас мар, вĕсен ыйтăвĕсене кĕске вăхăтрах татса парас тĕлĕшпе ятарлă виçĕ йышăну вырăнĕ пур. Унта предпринимательсемпе уйрăм çынсенчен декларацисем йышăнаççĕ. Справкăсем, ИНН параççĕ, регистраци тума документсем илеççĕ. Инспекци çак структура подразделенийĕсенчен тăрать: ертсе пыракансем, финанс тата пĕтĕмĕшле пулăшу, юридици, налук тÿлекенсемпе ĕçлекен, регистраципе учет, информаци технологийĕ, тишкерÿ, отчет тата вĕсене йĕркелесе пыракан, камераллă тĕрĕслев, тухса çÿресе тĕрĕслекен пайсем. Уйрăмра чи нумай вăхăт тăрăшакансем — Вера Лукиянова, Татьяна Чапрасова тата Алевтина Николаева ĕçченсем.
— Кăтартусем тăрăх пăхсан, инспекци чылайранпа лайăх ĕçлекеннисен йышĕнче. Сăмахран, 2018 çулхи 9 уйăхра федераци бюджетне 4 районпа пурĕ 42 миллион та 348 пин тенкĕ хывнă пулсан, республика хыснине — 233 миллион та 627 пин тенкĕ. Вырăнти бюджета вара 206 миллион та 101 пин тенкĕ хывнă. Комсомольски районĕпе илес пулсан, кăçалхи январь—сентябрь уйăхĕсенче бюджета тата фондсене хывнă укçан виçи 302 миллион та 399 пин тенкĕпе танлашнă, вырăнти бюджета 63 миллион та 717 пин тенкĕ кĕнĕ. Сăмах май, кăçалхи 9 уйăхра бюджета тата фондсене 984 миллион та 863 пин тенкĕ /4 районпа/ хывнă, иртнĕ çул асăннă тапхăрти çак кăтарту 856 миллион та 557 пинпе танлашнă. Ÿсĕм, паллах, пур. Кунта налук инспекцийĕн ĕçченĕсем те, налук тÿлекенсем те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине палăртмалла. «Слава картофелю» агрофирма, райпо, «Урожай» колхоз, «Рассвет» тата «Восток» ЯХПКсем — налука вăхăтра тÿлесе, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыракан организаци-предприятисем. Харпăр хăй предпринимательсенчен чи маттуррисем — Ильнур Садретдинов, Аглям Фейзрахманов, Алексей Филиппов, Петр Филиппов, Сергей Кокшин, — паллаштарчĕ вырăнти ĕç-хĕлпе Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Геннадий Филиппов.
Кунти ĕçченсем ĕçре кăна мар, юрă-ташăпа спортра та маттур. Тĕслĕхрен, кăçалхи октябрĕн 13-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСКра «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура та районти 2-мĕш номерлĕ федераллă налук инспекцийĕнче тăрăшакансем малти вырăна тивĕçрĕç. Спортра уйрăмах Валерий Лисицын, Михаил Иванов, Людмила Можаева тата Ирина Басникова пултаруллă. Вĕсем район, республика шайĕнче иртекен спартакиадăсемпе ытти ăмăртусенчен те юлмаççĕ.
Шел пулин те, налуксене вăхăтра тÿлеменнисем те пур. Паянхи кун тĕлне 4 районпа илес пулсассăн парăм — 120 миллион тенкĕ. Çĕршĕн, транспортшăн, çуртшăн е пĕр сăмахпа каласан, пурлăхшăн, тÿлемелли налука вăхăтра паман çынсем патне налук службин ĕçченĕсем чăн малтан, тÿлемелли вăхăта палăртса, хут яраççĕ. Енчен те парăма татмасан, ĕçе миравай суда яраççĕ. Унтан, каярах, патшалăх умĕнче парăма кĕнĕскерпе суд приставĕсем ĕçлĕç. Ун чухне çыннăн çийĕнчен тата 1200 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлеме тивĕ.
— Декабрĕн 3-мĕшĕ — налук тÿлемелли юлашки кун. Кая ан юлăр, туссем, налука вăхăтра тÿлеме ыйтатпăр, — терĕ Геннадий Филиппов.
Ноябрĕн 21-мĕшĕ — Налук инспекцийĕн службин ĕçченĕн кунĕ. Налукçăсем малашне те хăйсен ĕçне юратса, пĕлсе, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанса тăратăп. Вĕсене канăçсăр ĕçĕнче чăтăмлăх, вăй-хал, çирĕп сывлăх, пурнăçра телей сунатăп.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *