Резил — çĕентерÿçĕсен йышĕнче

Резил — çĕентерÿçĕсен йышĕнче

Нумаях пулмасть Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче халăх кĕввине шăрантаракансен Пĕтĕм Раççейри II «Сентти» конкурсĕ иртнĕ. Унта музыка шкулĕсенче, хушма пĕлÿ паракан шкулсенче, клуб учрежденийĕсенче музыка енĕпе пĕлÿ илекен пултаруллă ачасем хутшăннă. Фестиваль-конкурсăн тĕллевĕ — халăхăн культура еткерне сыхласа хăварасси, ачасене халăхăн культура пуянлăхĕпе паллаштарасси, çавăн пекех талантлă ачасене тупса палăртса вĕсене Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме йыхравласси.
Конкурсра Урмаелти культура çурчĕ çумĕнчи «Мишар» фольклорпа эстрада ансамблĕн, «Тамчы» ача-пăча фольклор ансамблĕн солисчĕ, Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн Урмаелĕнчи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă Резил Шарафутдинов палăрма пултарнă. Асăннă искусство шкулĕн хор класĕн преподавателĕ, Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Ильдус Шайдуллин ертсе пынипе вăл фестивальте иккĕмĕш вырăна тухнă. Çакă ăна малашне Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлĕвне тарăнлатма май парать.
Çĕнтерÿçе саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсемпе савăнтарма сунатпăр.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *