Воскресенье, 25 февраля

Межевани тумалла

Межевани тумалла

Граждансен тата юридици сăпачĕсен харпăрхăй хуçалăхне тытса пымалли, сад-пахча йĕркелемелли, çурт е гараж хăпартмалли тĕллевлĕ çĕр участокĕсем тата вĕсем çинче вырнаçнă куçман пурлăх объекчĕсем пур. Çакăн пек участока патшалăх кадастр учетне тăратнă чухне кÿршĕсен çĕр участокĕ çине кĕрсе кайма пулать. Çавăнпа та харпăрçăсен, çĕрпе усă куракансен, енчен те вĕсен çĕр лаптăкĕн хĕрри хăш тĕлтен иртнине куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕнче çирĕплетмен пулсан, межевани ĕçĕсене ирттермелле, участокăн чиккисем ăçтан иртсе кайнине çирĕплетмелле.
Ятарлă квалификаци аттестачĕллĕ кадастр инженерĕ çĕр участокĕсен чиккисене палăртса межевани планне хатĕрлет. Çакăн пек кадастр инженерĕсен списокне Патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографин федераллă службин официаллă сайтĕнче панă. Çавăн пекех çак ĕçсене «Чăваштехинвентаризаци» бюджетлă учреждени те тăвать. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Бабушкин тăкăрлăкĕ, 8-мĕш çурт, электрон почта chuvti@mail.ru, телефон: 8 /8352/ 57-03-07/.
Кадастр инженерĕ хатĕр межевани планне Росреестрăн Чăваш Республикинчи филиалне куçман пурлăхăн патшалăх реестрне кĕртме ярса парать.
Çĕр участокĕ çине харпăрлăх правине регистрацилес тесен нумай функциллĕ центра е Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине пымалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *