Понедельник, 24 июня

Конференци иртнĕ

Конференци иртнĕ

Ноябрĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн анлă конференцийĕ иртнĕ. Маларах вара пирĕн районта та вырăнти парти членĕсен конференцийĕ иртнĕччĕ.
«Единая Россия» партин Чăваш Енри регионти уйрăмĕн конференцийĕнче Мускавра иртекен партин XVIII съездне кайма кандидатсене палăртнă. Вĕсем 7-ĕн: регионти партин контрольпе комисси председателĕ Владимир Викторов, «Ача-пăча спорчĕ» проект координаторĕ Николай Владимиров, Канаш хула уйрăмĕн секретарĕ Линар Калимуллин, Шупашкар хула уйрăмĕн секретарĕ Владимир Карпов, «Локомотивы роста» проект координаторĕ Сергей Михеев, Комсомольски районĕнчи уйрăм секретарĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов.
Çавăн пекех вăрттăн сасăлав урлă регионти уйрăмăн секретарьне суйланă. Пурте маларах секретарĕн ĕçĕсене пурнăçланă Юрий Кисловшăн сасăланă.
Юрий Кислов «Единая Россия» партин Чăваш Енри парти проекчĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарнă. Акă, кăçал «Хула хутлăхĕ» проектпа 14 муниципаллă районпа хулара 280 миллион ытла тенкĕлĕх картишсемпе обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртнĕ. «Кĕçĕн тăван çĕршывăн культури» проектпа килĕшÿллĕн республикăри 54 культура çуртне 43 миллион ытла тенкĕлĕх субсиди панă. Çак йыша Хирти Сĕнтĕр, Аслă Çĕрпÿел культура çурчĕсем кĕнĕ. «Ача-пăча спорчĕ» проектпа килĕшÿллĕн ялсенчи 30 шкулта спорт залĕсене тĕпрен юсанă. Çак йышра — Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчи спортзал та.
«Халăх тĕрĕслевĕ» проектпа килĕшÿллĕн суту-илÿ тата обществăлла апатлану организацийĕсенче, аптекăсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. «Çирĕп çемье» проектпа килĕшÿллĕн ача-пăчасен сывлăха çирĕплетмелли лагерĕсене тĕрĕсленĕ. Парти проекчĕсем пĕтĕмпех çынсен ырлăхĕшĕн ĕçлеççĕ.
А.АНТОНОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *