Çитĕнÿпе палăрнă

Çитĕнÿпе палăрнă

Ноябрĕн 9—10-мĕшĕсенче Хусанта çăмăл атлетика манежĕнче спорт ветеранĕсем хушшинче çăмăл атлетсен хĕллехи уçă чемпионачĕ иртнĕ. Çак ăмăртăва Хирти Явăш шкулĕн физкультура учителĕ Анатолий Давыдов хутшăннă. Вăл 60—64 çулхисем хушшинче тупăшнă. 300 метра чупса, тăршшĕне, çÿллĕшне сиксе 1-мĕш вырăна йышăннă. 400 метра чупса 2-мĕш вырăна тухнă.
Ăна çĕнтерÿпе саламлатпăр. Малалла та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.
В. ПУНДЯКОВ,
спорт ветеранĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *