Вторник, 16 апреля

Çамрăк аннесен вĕренме май пур

Çамрăк аннесен вĕренме май пур

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ĕç шырас текенсем районти ĕçпе тивĕçтерекен центра çеç мар, нумай функциллĕ центра та пыма пултараççĕ. Вăл район администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнă.
Нумай функциллĕ центрта сирĕн заявление йышăнса юлса ăна ĕçпе тивĕçтерекен центра хăйсемех ярса парĕç. НФЦ-ра ĕç рынокĕнчи лару-тăру çинчен информаци параççĕ, ĕç шырама пулăшаççĕ, професси пĕлĕвне тарăнлатмалли тата хушма професси илмелли мелсем çинчен каласа параççĕ, вăхăтлăх ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ тата тĕрлĕ вакансисемпе паллаштараççĕ.
Ача 3 çул тултаричченхи отпускра ларакан хĕрарăмсенчен чылайăшĕ вĕсен професси пĕлĕвне илме тата квалификацие ÿстерме май пурри çинчен пĕлмест. Палăртмалла: çамрăк аннесем ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хăйсен квалификацине ÿстерме, çĕнĕ специальноçа вĕренме, хушма пĕлÿ илме пултараççĕ.
Хăш-пĕр чухне хĕрарăм декрет отпускĕнче ларнă вăхăтра вăл ĕçленĕ организацире штата чакараççĕ, фирма хупăнать, е çамрăк аннен хăйĕн унчченхи вырăна ĕçе тухас килмест. Кун пек чухне шăпах ĕçпе тивĕçтерекен служба пулăшать те ĕнтĕ. Ачи 3 çул тултарман кашни хĕр-арăмах унта пырса паянхи кун кирлĕ специальноçа вĕренме ятарлă курссене çырăнма пултарать. Çакна валли паспорта, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна, вĕренни çинчен калакан е професси квалификацине çирĕплетекен документа, хĕрарăм ача 3 тултаричченхи отпускра ларнине çирĕплетекен документа илсе пымалла.
Çавăн пекех дистанци мелĕпе те вĕренме май пур. Çапла Интернет урлă вĕренесси чылай меллĕрех те. Тĕплĕнрех çакăн çинчен районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта пĕлме пулать /Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт, телефон 5-13-79/.

Е.ЖУКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *