Ăмăртуран — çĕнтерÿпе

Ăмăртуран — çĕнтерÿпе

Ноябрĕн 10—11-мĕшĕсенче Шупашкарти Маунтинбайк аталану центрĕнче ача-пăчасен фитнес-аэробика спорчĕн «Олимпийские надежды» уçă фестивалĕ тата фитнес-аэробикăн турнирĕ иртнĕ. Ăмăртăва районти маттур спортсменсем те хутшăннă. Мария Долгова тренер ертсе пыракан ушкăнсем фестивальтен çĕнтерÿсемпе тата парнесемпе таврăннă. «Спортивная аэробика» дисциплинăра Виктория Степановăпа Екатерина Шатова тупăшăва пуçласа хутшăнса пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Ача-пăча садне çÿрекенсен «Звездочка» ушкăнĕ степ-аэробикăра — 5-мĕш, «Непоседы» аэробикăра 2-мĕш вырăна тухнă. 8—10 çулхисем хушшинче «Свит Бейби» команда 2-мĕш вырăнпа палăрнă. «Дрим-Тим» команда аслисем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Акробатика рок-н-ролĕ дисциплинăра «Дрим-Тим» — 1-мĕш, «Свит-Бейби» 2-мĕш вырăнсене тухма пултарнă. Фитнес-аэробика ушкăнне çÿрекенсем те, Мария Долгова тренер та çитĕнÿсемпе кăмăллă. Кунсерен тăрăшни, тăтăшах тренировкăсем ирттерни ахаль мар. Тăрăшнин çимĕçĕ — Республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче палăрни.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *