Сĕве хулинче – экскурсире

Сĕве хулинче – экскурсире

Нумаях пулмасть Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Сĕве /Свияжск/ хулинче пулчĕç.
Сĕве хули питех те илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Хулана йĕри-тавра икĕ юхан шыв çавăрса илнĕ. Шăпах çак хула çывăхĕнче Сĕве Атăла юхса кĕрет. Хулара чиркÿсем, икĕ мăнастир тата 16-мĕш ĕмĕрти архитектура çурчĕсем питĕ нумай упранса юлнă. Пĕр сăмахпа каласан, кашни çурт — музей экспоначĕ. Уйрăмах пире крепоçсене, керменсене пăхса çÿреме килĕшрĕ. Хула вĕсемпе пуян. Хамăра юмахри пекех туйрăмăр. Темиçе ĕмĕр каялла туса лартнăскерсенче темĕнле асамлă вăй пур пек, таçта аваллăхра пулнă пек туйăнчĕ.
Утрав çинче вырнаçнă пĕчĕк хула çинчен экскурсовод питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Хулари икĕ ĕмĕр каялла тунă шкулта вăтăр икĕ ача вĕреннине тата паянхи куна утрав çинче ик çĕр аллă çын пурăннине пĕлтĕмĕр. Хулара çав тери таса та тирпейлĕ. Кунта пурăнакан çынсем кăмăллă, туслă, сăпайлă.
Экскурси пурин кăмăлне те кайрĕ.
Н.ПЛЕТКИНА,
социаллă педагог.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *