Вторник, 10 декабря

Библиотекарьсем семинарта

Библиотекарьсем семинарта

Нумаях пулмасть Йăлмахва ял вулавăшĕнче библиотека ĕçченĕсен тавра пĕлÿ темипе çыхăннă семинарĕ иртнĕ. Пуçтарăннисене Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин кĕскен ял поселенийĕн культура пурнăçĕ çинчен каласа панă, тухăçлăн ĕçлеме суннă.
Йăлмахва ял библиотекин библиотекарĕ Альбина Ефремова «Тăван енĕн паллă çыравçисем» мероприяти хатĕрленĕ. Унăн тĕллевĕ — Кайнлăк ял тăрăхĕнчи ялсен историйĕ çине тимлĕх уйăрасси, паллă ентешсемпе паллаштарасси, тавра пĕлÿ материалĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарасси.
Мероприятие чаплă хăнасем те килнĕ. Акă, ЧР тава тивĕçлĕ тавра пĕлÿçи Иван Михайлов, районти ялсен историйĕпе паллаштаракан темиçе кĕнекен авторĕ, ял библиотекине «Полевое Шептахово. История» ятлă кĕнеке парнеленĕ. Унта çак ялăн историне уçăмлатнă, ял çыннисен тĕрлĕ ĕмĕрсенчи пурнăçне сăнласа панă.
Марионелла Тимофеева /литературăри псевдонимĕ — Мария Каçалсем/ — ЧР Писательсен союзĕн членĕ, Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ, темиçе сăвă кĕнекин авторĕ — хăйĕн сăввисемпе паллаштарнă. Вĕсен темисем кашнинех çывăх пулни, сăнарлă чĕлхи чун-чĕрене тыткăнлать.
Руфина Смирнова вара сăвăсем çырнипе çеç мар, кĕввине те хăех кĕвĕлет. Вăл пуçтарăннисене хăйĕн хайлавĕсем мĕнле çурални çинчен каласа панă, хăш-пĕр юррисене чуна пырса тивмелле шăрантарнă.
Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче Альбина Ефремова библиотекăн ĕçĕсемпе паллаштарнă, Павел Зайцев тавра пĕлÿçĕпе пĕрле туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа панă. Дубовка, Çĕнĕ Мăрат тата Анат Тимĕрчкасси библиотекисенче вăй хуракан Татьяна Волкова, Светлана Петрова тата Любовь Филиппова мультимедиллĕ презентацисем хатĕрлесе килнĕ. Районти тĕп библиотекăн инноваципе методика уйрăмĕн заведующийĕ Редалия Сабитова тĕрлĕ регионсенче тавра пĕлÿ енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарнă.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *