Зимцов ячĕпе — турнир

Зимцов ячĕпе — турнир

Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче пурăнакансем спорт мероприятийĕсене йĕркелесех тăраççĕ. Акă, ноябрĕн 3-мĕшĕнче вĕсем Евгений Зимцова халалласа кĕрешÿ турнирĕ ирттерчĕç. Район шайĕнчи ăмăртăва тĕрлĕ ÿсĕмри тата тĕрлĕ виçери Асанкасси, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Урмаел, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсенче пĕлÿ пухакан арçын ачасем хутшăнчĕç.
— Утни-чупни, уçă сывлăшра ытларах пулни, спорта юратни этеме вăй-хăват кÿрет, унăн ĕмĕрне вăрăмлатать. Паянхи ăмăртăва эпир Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕпленнĕ Евгений Вениаминович Зимцова чыс туса, сума суса йĕркелерĕмĕр. Вăл — Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ. Çак сумлă ята çĕнсе илме çăмăл пулман, паллах, çапах та тăрăшни нихăçан та çĕре ÿкмест. Сире, спортсменсене, ăнăçусем сунатпăр, — терĕ Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев турнира уçнă май.
Ирĕклĕ майпа иртнĕ кĕрешĕве хастар, пултаруллă спортсменсем хутшăнчĕç. Вăл чăннипех те хĕрÿ иртрĕ. 25—55 килограмран ытлараххисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шупашкарта пурăнакан Артемий Анисимов, Асанкасси ялĕнчи Герольд Катмаковпа Дмитрий Герасимов, Руслан Прокопьев, Комсомольскинчи Антон Андреевпа Евгений Давыдов, Аслă Çĕрпÿел ялĕнчи Максим Ильин тата Урмаел салинчи Радиф Мифтахутдинов çĕнсе илчĕç. Малти вырăнсене тивĕçнисене медальсемпе асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.
— Турнира судьясемпе спонсорсемсĕр ирттерме май çук. Ăмăртăва йĕркелеме пулăшнă Валерий Денисов, Геннадий Петухов тата Ирек Минсафинов судьясене, Олегпа Дмитрий Кашкаровсене, Константин Любимов, Александр Анисимов, Сергей Соколов спонсорсене тата ял çамрăкĕсене пурне те пысăк тав, — терĕç Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем.
Е.КАЗАКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *