Ветеран… Вăл тивĕçлĕ канури çын кăна мар

Ветеран… Вăл тивĕçлĕ канури çын кăна мар

Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ категориллĕ ветерансем пур. Тĕслĕхрен, ĕç тата вăрçă, спортпа наука… Унсăр пуçне — Афганистан, Абхази, Чечен е çавăн йышши ытти «хĕрÿ вырăнта» çапăçнисемпе аманнисем. Паллах, вĕсем пурте халăхпа патшалăх енчен хисепе тивĕç. Çав хушăрах Раççейре тепĕр категорие кĕрекен ветерансен юхăмĕ те пур. Ку вăл — Шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен совечĕ: патшалăхпа обществăлла йĕркен интересĕсен хуралĕнче тăракан; Конституци шантаракан правăпа ирĕклĕх хÿтĕлевçисен; çавăн пекех гражданла обществăн кашни сферинчех саккунлăха çирĕплетекен структура.
Отставкăри ветерансем — йĕркесĕрлĕхе тĕп тума тăрăшакан хастарсем. Тивĕçлĕ канура пулин те ахаль лармаççĕ, вĕсем паянхи кун та стройра. «Полици иртнĕ вăхăтра пулмасть», — тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ халăхра.
— Пирĕн организацире — 49 çын, сержантран пуçласа подполковник таранах. Час-часах районти тĕп тата вăтам шкулсенчи вĕренекенсемпе патриотла воспитани урокĕсем ирттеретпĕр. Тĕл пулу вăхăтĕнче кĕçĕн çулхи туссене РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕсем çинчен каласа ăнлантаратпăр. Çамрăксем тĕрĕс çул çине тăччăр тетпĕр. Ачасем шалти ĕçсен пайĕпе кăсăкланни кăмăла çĕклет. «Полици ĕçченĕ пулас тесен ăçта вĕренмелле?» тесе ыйтни пирĕн пуласлăх шанăçлă алăра иккенне çирĕплетет тесе калассăм килет, — терĕ асăннă организаци ертÿçи Петр Лапшин.
Шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен совечĕн районти уйрăмне чăн малтанах Алексей Митрофанович Иванов ертсе пынă. Çак тивĕçе пурнăçлама 1990 çулта Рашид Бариевич Шигапов подполковника шаннă.
— Асăннă уйрăма Петр Лапшин 14 çул ертсе пырать. Ĕçĕ вĕсен, паллах, сахалах мар, обществăлла ĕçрен те пăрăнмаççĕ. Петр Васильевич шкулсене çитсе унти вĕренекенсемпе калаçу, уçă уроксем ирттернипе çеç çырлахмасть, çамрăксене профессие алла илсе аталанма пулăшать. Присягăна тĕпе хурасси, принциплăхпа тĕрĕслĕхе юратасси, ыттисемшĕн тăрăшасси — çак ырă пахалăхсем çамрăк сотрудниксемшĕн саккун пулса тăраççĕ. Организацин тĕп тĕллевĕ чылай, вĕсенчен пĕри — халăхра саккун пĕлÿлĕхне сарасси. Халăх дружинине çĕнĕрен йĕркелесе яни те пирĕншĕн пысăк пулăшу, — ветерансен ĕç-хĕлне çÿллĕ шайра хакларĕ РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин.
Сăмах май, ветерансен йышĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, юрă ăстисем те пур. Тĕслĕхрен, Геннадий Ракчеевпа Сергей Маштанов хальхи вăхăтра Аслă Çĕрпÿел тата Шурут ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулсан, Петр Силивестров икĕ тапхăр Комсомольски ял тăрăхне ертсе пынă. Хальхи вăхăтра вăл — тивĕçлĕ канура. Мария Илларионова подполковника, Владимир Райковпа Вагиз Ямалиев майорсене час-часах сцена çинче курма пулать. Вĕсем шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен совечĕ ирттерекен мероприятисемпе тĕл пулусенчен нихăçан та айккине пăрăнмаççĕ, çамрăк сотрудниксемпе хутшăнаççĕ, вĕсене куллен пулăшса пыраççĕ. «Патриотизм пирĕншĕн ахаль сăмах çеç мар, вăл — кулленхи ырă ĕç», — теççĕ çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем.
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *