Пире туслăх вăй парать!

Пире туслăх вăй парать!

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче наци культурисен «Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи» V-мĕш республика фестивалĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ наци тата тĕрлĕ тĕн ĕненĕвне пăхăнакан çынсем хутшăннă. Наципе культура пĕрлешĕвĕсем пухăннисем валли тулли сĕтелсем хатĕрленĕ. Хăнасем хĕвел тухăç пылак çимĕçĕсемпе, типĕтнĕ улма-çырлапа, эчпочмакпа, бэлишпа, кыстыбайпа, чак-чакпа, кăртпа, вырăс кукăлĕсемпе, узбек пловĕпе тата ытти наци апат-çимĕçĕпе сăйланнă.Пуçтарăннисем Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен культура тата йăла япалисемпе интересленсе паллашнă. Керамист-ÿнерçĕн, халăх ăстин Валентина Попован ĕçĕсем пурин кăмăлне те кайнă. Алексей тата Дмитрий Бахмисовсен тĕрленĕ картинисем тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ.
Чăваш Енре пурăнакан халăхсене ЧР культура, наци тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев, Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ Алексей Иванов, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков тата Чăваш Енри наципе культура автономийĕсен ертÿçисем, пултарулăх коллекти-вĕсем саламланă.
«Шуçăм», «Çавал» ансамбльсем, казаксен «Станица» ташă коллективĕ, казаксен «Раздолица» гварди ансамблĕ, халăх ташшин «Катюша» ансамблĕ, Чăваш Енри чеченсен общинин «Дети гор» хореографи ансамблĕ тата ытти пултарулăх коллективĕсем куракансене савăк кăмăл парнеленĕ.
Пирĕн районти пултаруллă çынсем те çак уявран айккинче юлман. Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов, Урмаел культура çурчĕн ĕçченĕсем, вăтам шкулта вĕренекенсем «Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи» фестивале хутшăннă. Вĕсем ятарлă выставка хатĕрленĕ. Куракансене тутарсен алă ĕçĕсемпе, кĕмĕл савăт-сапапа, пуканесемпе паллаштарнă. Çавăн пекех наци апат-çимĕçĕсем те выставкăра хăйсен вырăнне тупнă. Выставкăна çÿллĕ шайра йĕркелес тесе Урмаел культура çурчĕн ĕçченĕсем Вагизе Гибатдиновăпа Ильсэяр Зиатдинова сахал мар тăрăшнă. Ахальтен мар ЧР культура, наци тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев тутарсен выставкине чи лайăххи тесе палăртнă.
— Фестиваль пире пĕрлештерет. Эпир тĕрлĕ наци çыннисем пулин те, яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе, савăнса пурăнатпăр. Уявсене, мероприятисене, фестивальсене, конкурссене хаваспах хутшăнатпăр. Раççей пĕрлĕхĕн кунĕнче Чăваш Енре «Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи» фестиваль йĕркелени калама çук пысăк уяв пулчĕ. Çак кун эпир пĕр-пĕрин йăли-йĕркипе паллашрăмăр, юрри-ташшине итлесе-курса килентĕмĕр, туссемпе тĕл пултăмăр. Аслисем çеç мар, ачасем те йăла-йĕркепе паллашни паха. Пĕрле туслă пурăннине мĕн çиттĕр? — терĕ Ферит Гибатдинов.
Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *