Понедельник, 14 октября

Халăхсен пĕрлĕхĕ — пысăк пуянлăх

Ноябрĕн 4-мĕшĕ — Пĕтĕм Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Ăна çĕршывра 2005 çултанпа ирттерме пуçланă. Уявсем пирки калас пулсан, вĕсем кашни тапхăрăн — хăйĕн. Пурнăç улшăнса пынă май, пĕрисем вăхăтлăха килеççĕ те темиçе ăру асĕнче çеç юлаççĕ. Теприсем вара, ĕмĕр манăçра пулсан та, феникс кайăк евĕр, çĕнĕрен чĕрĕлсе чи пĕлтерĕшлĕ уявсем пулса тăраççĕ. Иртнĕ çулсенче пирĕн асатте-асаннесем ноябрь уйăхĕнче Октябрьти революцие чысласа хула-ялсенче демонстрацисем ирттернĕ. Самана улшăннă май унăн ĕмĕрĕ çын ĕмĕрĕнчен те кĕскерех пулнă. Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче ноябрĕн 4-мĕшĕ Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн кунĕ — 2005 çултанпа Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе палăрса тăрать. Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн уявне 1649 çулта Алексей Михайлович патша хăйĕн Указĕпе пĕтĕм халăх уявĕ тесе çирĕплетнĕ. Ăна 1579 çулта Хусанта тупнă Турăш пĕрремĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе, каярахпа Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă иккĕмĕш земство ополченийĕ поляксене Мускавран кăларса янипе çыхăнтарнă. Çакăн хыççăн Турă Амăшĕн турăшĕн тĕлĕнмелле пысăк хăват пулнине ĕненме тытăннă, вăл çĕршыва упракан Çÿлти вăй вырăнне шутланнă. Уявăн политикăри ăнланăвне тĕн çыннисем çапларах кураççĕ. Раççейри пăлхавлă тапхăрта патшалăх сапаланса кайнă, апла пулин те ăна халăхсен пĕрлĕхĕ çĕнĕрен пĕрлештерме пултарнă. Польша интервенчĕсене хăваласа кăларса хăйне валли çĕнĕ влаç суйласа илнĕ. Ун хыççăн, тепĕр çур çултан, Раççей империне туса хунă. Каярахпа, çĕршыв кирек мĕнле ятпа çÿресен те, Раççей патшалăхĕн йăли-йĕрки татăлман. Паянхи Раççей те хăйĕн кун-çул историйĕн тăсăмне 1612 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнчен тытса пырать. Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра 128 наци çынни, чĕлхе, тĕн тата культура уйрăмлăхĕсене пăхмасăр, туслăн килĕштерсе пурăнать. Патшалăх политики вĕсене сайра тĕл пулакан тата хăйне евĕрлĕ культурине, чĕлхипе йăли-йĕркине упрама, аталантарма, малалла тăсма тĕрлĕрен ĕç тăвать. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарта Халăхсен туслăхĕн çуртне уçни. Чăваш Ен капăрланни, унти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ — республикăра пурăнакансен пĕрлехи тăрăшулăхĕнче. Халăхсен туслăхĕн çуртне хута яни тĕрлĕ наци пĕрлĕхĕн представителĕсене пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме май парать. Пирĕн вăй — пĕр тĕллевпе чăмăртанса пĕрлешнинче! А.ИСАЕВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *