Пятница, 19 апреля

Юратнă ĕçре 31 çул

Юратнă ĕçре 31 çул

Вăтăр çул ытла Комсомольски тĕп больницине илсе çитерекен çула такăрлатса утать пултаруллă та сăпайлă, ĕçне чунтан парăннă хĕрарăм. Ку вăл — Эткер ялĕнче çуралса ÿснĕ Лидия Тимофеевнăпа Георгий Серафимович Галкинсен хĕрĕ Эльвира.
Ачалăхĕ Эльвирăн çав вăхăтри ытти ача-пăчасенни пекех иртнĕ. Вăрман çывăхĕнче пурăннă май, çуллахи вăхăтра кÿршĕ ачисемпе çырла-кăмпа пуçтарнă, урамра çăмхалла выляса хур-кăвакалне сыхланă. Ашшĕпе амăшĕ ир-ирех ĕçлеме тухса кайнăран, Володя шăллĕне те пăхнă. Хĕрача ĕçрен хăраса тăман, мĕн хушнине ашшĕпе амăшĕ ĕçрен киличчен йăлтах тирпейленĕ, тасатнă. Ÿсерехпе Эльвира, çуллахи кану вăхăтĕнче, колхоз уйĕсенче утă пуçтарнă, ытти юлташĕсемпе пĕрле йĕтем çине тырă аллама çÿренĕ.
Хĕрача Комсомольски вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн, чунĕ туртнипе, çынсене сыватас ĕмĕте пурнăçласа, Канаш хулинчи медицина училищине çул тытать.
Вĕренсе тухнă хыççăн тăван района направленипе ĕçлеме килет. Мĕнле каланă-ха ваттисем: «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă».
Район больницин тĕп врачĕ Вера Васильевна Лаврова хĕрачана кăмăллăн кĕтсе илнĕ. Малтанлăха вăл ача çуратакан уйрăмра тăрăшнă. Çур çултан хирурги уйрăмĕнче ĕçлеме тытăннă. Унтанпа вăтăр çул иртнĕ. Чăнахах та курăмлă çын пулмалла шаннă ĕçре тăрăшни. Мĕнле чиртен кăна сипленмеççĕ-ши ку уйрăмра? Ĕçне чунтан парăннă шурă халатлă хĕрарăм, укол тунипе çеç çырлахмасть, тата ăшă йăл куллипе, çепĕç сăмахпа чирлĕ çынсене лăплантарать, ура çине тăма пулăшать, хавхалантарать.
Пулас мăшăрĕпе Эльвира сыватмăшра ĕçленĕ чухне паллашса пĕрлешнĕ. Вĕсен пĕр ывăл ÿссе çитĕннĕ, çĕршыва юрăхлă çын пулса, хĕсметре çулталăк пулнă. Хальхи вăхăтра хĕрарăм ывăлĕпе Комсомоль-скинче пурăнать. Шел пулин те, мăшăрĕ вĕсенчен çамрăклах уйрăлса кайнă.
Йывăр та яваплă çĕрте ĕçлени, тăрăшни хĕрарăмшăн сая кайман. Хирурги уйрăмĕнче сипленекенсем шурă халатлă ĕçчене хисеплеççĕ, тав тăваççĕ.
— Хамăн ĕçе юрататăп. Канма кайнă вăхăтра пациентсем мана çухатаççĕ. «Ăçта вара пирĕн Эльвира?» — тесе ыйтаççĕ, каласа парать шурă халатлă сыватакан.
«Ĕçне кура — хисепĕ», теççĕ. Чăнахах та ĕçри тăрăшулăхне кура Эльвира Георгиевна Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем илме тивĕç пулнă. Пĕрле ĕçлекен юлташĕсем те ăна чунтанах хисеплеççĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ.
Çурхи хĕртсе пăхакан хĕвел пек ăшшăн ăшăтса, йăл кулса, Турă паракан кашни кунпа сывлăхпа та телейпе малалли çулсене ирттерме ырă сунас килет манăн çак илемлĕ те правур, ĕçне чунтан парăннă шурă халатлă хĕрарăма.
Н.ЕРШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *