Суббота, Ноябрь 17

Сĕтел çинчи çăкăршăн, тавах çĕр ĕçченне!

Сĕтел çинчи çăкăршăн, тавах çĕр ĕçченне!

Çĕр ĕçĕ — чи авалхисенчен пĕри, вăл пурнăç тыткăчи. Хресчен пĕтĕм халăха тăрантарать. Юратса тăрăшсан çĕр кÿрентермест, тыр-пул, выльăх апачĕ те тулăх çитĕнеççĕ. Ахальтен-и «Сĕтел çинче çăкăр пулсассăн — пурăнатпăр», — тетпĕр. Çăкăр пулсассăн юрă та çуралать, уяв та пулать. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçче-нĕсен кунне кĕр вĕçĕнче ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна октябрĕн 31-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче уявларĕç. Уява килнисене районти культура çурчĕн фойинче «Кооператор», «Çăкăр завочĕ» предприятисен, райпон, Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн ĕçченĕсем хăйсен продукцийĕпе паллаштарчĕç. Унпа пĕрлех районти вăтам тата тĕп шкулсен коллективĕсем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем уяв валли ятарласа апат-çимĕç выставкине йĕркелерĕç. Уява килсе çитнисем «Вĕсемпе район мухтанать» тата ача-пăча ĕçĕсенчен хатĕрленĕ куравсемпе кăмăллăн паллашрĕç.
Пухăннисене чи малтанах район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин саламларĕ. Вăл паян чăннипех те пысăк уяв пулнине уйрăммăн палăртрĕ.
— Ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшакан ĕçченсене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çирĕп сывлăх, тулли телей, ик-сĕлми вăй-хал сунатăп. Сирĕн тăрăшулăха пула район аван ĕçленĕ, ĕçлет те, — терĕ Хасиятулла Семигуллович.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ĕçченсене уяв ячĕпе саламланă май чи малтан ĕçри хастарлăхшăн чун-чĕререн тав турĕ.
— Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ — чăннипех те пысăк уяв. Вăл пире пурсăмăра та пĕрлештерет. Сире, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ, çирĕп сывлăх сунатăп, — терĕ Александр Николаевич.
Ял хуçалăхĕн хастар та пултаруллă ĕçченĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов ырă сунса саламларĕç. Район çулран-çул аталанса пынине, ÿсĕмсем пысăккине, ял хуçалăх предприятийĕсем çулсеренех тухăçлăн ĕçлени те савăнтарнине пĕлтерчĕç вĕсем.
Çавăн пекех тĕп хуларан килнĕ хăнасем Раççейре, республикăра палăрнисене дипломсемпе, медальсемпе, Тав хучĕсемпе наградăларĕç. Сăмахран, аграри секторĕн предприятийĕсемпе организацийĕсен Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне — 2018″ куравĕнче Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕ ял территорийĕсене аталантарассипе кăтартуллă ĕçленĕшĕн ылтăн медале тата Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Дипломне тивĕçнĕ. Тăрăшуллă та маттур ĕçшĕн Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхне Ольга Андреевăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чысларĕç. РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне А.Белов /»Асаново» ЯХПК тракторисчĕ/, Н.Белова /»Асаново» ЯХПК доярки/, Р.Гладкина, М.Казикова дояркăсем /»Восток» ЯХПК/, И.Лепешкина /»Раççей Ял хуçалăх банкĕ» районти управляющийĕ/, И.Насртдинов /»Алга» ЯХПК бригадирĕ/, А.Салаев /»Асаново» ЯХПК водитель/, А.Матросова /«Слава» ЯХПК тĕп бухгалтерĕ/, Р.Тукаев /»Урожай» колхозăн тĕп бухгалтерĕ/ тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Хисеп грамотипе «Искра» колхоз председательне Александр Зайцева чысларĕç.
Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарассишĕн нумай çул тăрăшнăшăн З.Анисимовăна /»Луч» ЯХПК доярки/, Р.Арифуллина /Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн тĕп бухгалтерĕ/, Ю.Голанцевăна /Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн рабочийĕ/, И.Диканеева /»Слава» ЯХПК агрономĕ/, фермер хуçалăхĕн ерÿçине Н.Любимова, С.Макарова /»Искра» ЯХПК слесарьне/, И.Михайловăна /»Асаново» ЯХПК бухгалтерне/, В.Паширова /»Восток» ЯХПК скотникне/, Г.Скворцовăна /»Рассвет» ЯХПКн склад заведующине/, С.Филиппова /»Заря» ЯХПКн тĕп агрономне/ ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕн чи хастар ĕçченне Валерий Катмаков тракториста «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ят парса чысларĕç.
Уявра чи маттур та тупăшлă ĕçлекен, ура çинче çирĕп тăракан ял хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене, уйрăм предпринимательсене палăртса хăварчĕç. Вĕсем район, республика экономикине аталантарассишĕн нумай тăрăшаççĕ.
Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи пысăк тухăçпа «Слава картофелю» агрофирмăра пуçтарса илнĕ. «Рассвет» ЯХПК — ку кăтартупа 2-мĕш вырăнта, «Асаново» ЯХПК — виççĕмĕш.
«Комсомольские овощи» агрофирма ООО çĕрулмине кăçал пысăк тухăçпа пуçтарса илнĕ. «Урожай» колхоз — иккĕмĕш, «Сюрбеево» ООО — виççĕмĕш. «Восток» ЯХПК аш-какай туса илессипе палăрнă. «Асаново» ЯХПК иккĕмĕш вырăнта çи-рĕпленнĕ. «Труд» ЯХПК вара — виççĕмĕш.
Сĕт сăвассипе чи маттуррисем — «Асаново» тата «Рассвет» кооперативсем. «Искра» колхоз ĕçченĕсем — виççĕмĕш вырăнта.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов экономика ăмăртăвĕнче мала тухнă механизаторсене, водительсене, дояркăсене, пăру, сысна, хурт-хăмăр пăхакансене, шут ĕçченĕсене, лаборантсене тата ыттисене Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе чысларĕ.
Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Çакăн пирки уйрăмах курма килнисем çирĕплетсе каларĕç. Кашниех культура çурчĕ умĕнче йĕркеленĕ куравпа та, выставкăсемпе те савăнса паллашрĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕн пÿлми чăннипех те тулли те пуян пулнине уçăмлăн куртăмăр.
— Савăнма та, канма та, ыттисен паха опычĕпе паллашма та вăхăт пулчĕ. Уявăн ырă енĕ вăл — пурте пĕрле пуçтарăнса çулталăк хушшинче тунă ÿсĕмсене пĕтĕмлетни, мухтавлă çынсемпе тĕплĕнрех паллашни, малашне те çитĕнÿсем тума кашни çынра ăнтăлу çуратни. Паян пирĕншĕн чăннипех те пысăк уяв, — терĕç Асанкассинчен килсе çитнĕ ĕçченсем.
Вырăнти юрă-ташă ăстисем, «Каçал», «Кубняночка», «Мишар» халăх коллективĕсем куракансене чăннипех савăнтарчĕç. Ял хуçалăх ĕçченĕсене саламлама «Асамат» эстрада ушкăнĕ килсе çитни хавхалану кÿчĕ. Уявра тулли кăмăлпа савăннинчен пахи тата мĕн пур!;
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code