Салтаксене атакăна çĕкленĕ разведчик

Салтаксене атакăна çĕкленĕ разведчик

Çĕнĕ Мăрат ялĕнче 1914 çулта çуралнă Егор Никифорович Никифоров çинчен каласа парас тетпĕр паян. Егор хаяр вăрçа малтанхи кунсенчех, 1941 çулхи çулла кĕнĕ. Анăç /Западный/ фронтăн 159-мĕш дивизийĕн 558 полкĕн пĕрремĕш батальонĕнче, пĕрремĕш ротăра стрелок пулнă вăл. Çапăçу хирĕнче нихçан аптраса тăман. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн салтак орден-медальсене тивĕçнĕ.
1943 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Россасно /Белорусси/ ятлă ял çывăхĕнче Егор атакăна чи малтан çĕкленсе ыттисене çапăçăва тухма хавхалантарнă. Тăшман траншейисене чи малтан ыткăнса кĕнĕ вăл. Гранатăсем ывăтса нимĕçсене пĕрин хыççăн теприне тĕп тунă. Пĕлтерĕшлĕ оборона линине ун чух пирĕннисем часах ярса илнĕ.
Каярах, маттуррине курах пуль, Егор Никифорова 47-мĕш батарейăн разведчикĕ пулма шаннă. Кĕçĕн сержант ятне илнĕ çамрăк разведчик Тухăç Пруссинче те паттăрлăхпа палăрнă. Хольдштедт хули патĕнче, тăшман чарăнмасăр вут ывăтнă пулин те, ентеш темиçе хут та кирлĕ информацие хамăр командование вăхăтра çитерсе пама пултарнă. Хаяр çапăçу вăхăтĕнче Егор тăрăшнипех пирĕннисем тăшмансен 2 ДЗОТне, 6 пулемет точкине тата 2 миномет батаре-йине тупса палăртса аркат- ма пултарнă. Разведкăран пысăк пĕлтерĕшлĕ информацие илсе килнĕ чух тăшмансен контратакине те сирме хăват тупнă.
Вăрçă вут-кăварĕ витĕр тухса киле таврăннă хăюллă салтак, тăван Çĕнĕ Мăрата килсе кĕнĕ чух мĕн пирки ĕмĕтленнĕ-ши? Ăна никам та татса параймĕ паянхи кун. Анчах канасси пулман ун шухăшра, ырми-канми ĕçленĕ вăл. Нумай çул хушши тăван ялти шкулта учительте ĕçленĕ, ыттисемпе тан хирте те вăй хунă, мăшăрĕпе ача-пăча çитĕнтернĕ.
Кашни салтак шăпипе паллашнă май ирĕксĕрех шухăша каятăн. Хальхи мирлĕ те канлĕ пурнăçпа пурăннă чух та хăш-пĕр çамрăк нăйкăшнине илтсен вăрçă саманинчи пурнăçпа танлаштаратăн. Ун чухне епле тÿснĕ-ши, епле вăй-хăват тупнă-ши тесе тĕлĕнетĕн. Чунтанах тав туса пуçа таяс килет вăл вăхăтри çынсене.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи шыравçăсен «Наследие» отрячĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *