Четверг, 18 апреля

Викторинăра çĕнтернĕ

Викторинăра çĕнтернĕ

«Экологи календарĕ» регионаллă интернет-викторинăн X турне пĕтĕмлетнĕ. Çак тура экологи календарĕн октябрьти паллă кунĕсене халалланă. Ку уйăхра экологи тĕлĕшĕнчен паллă кунсем чылай пулчĕç. Сăмахран, октябрĕн 2-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ял хуçалăх выльăхĕсен кунне, 4-мĕшĕнче — Пĕтĕм тĕнчери чĕр-чунсене сыхламалли куна, 14-мĕшĕнче — Патшалăх çут çанталăк заповедникĕсенче ĕçлекенсен кунне, 31-мĕшĕнче — Пĕтĕм тĕнчери Хура тинĕс кунне уявларĕç.
Пурĕ çак тура 53 ĕç килнĕ, вĕсенчен 13-шĕ çĕнтернĕ. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Александр Боровков та пур. Саламлатпăр!
П.РОДИОНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *