Четверг, 18 апреля

Форумра нумай ыйтăва уçăмлатнă

Форумра нумай ыйтăва уçăмлатнă

Октябрĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти Пăр керменĕнче республикăри коммерциллĕ мар организацисен III форумĕ иртнĕ.
Чи малтанах Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Президент гранчĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ проектсен куравĕпе паллашнă.
«Пĕтĕм аслă ĕçе чĕре хушнипе тăваççĕ», — Людвиг ван Бетховен каланинчен пуçланă хăйĕн сăмахне Михаил Васильевич. Республикăри общество организацийĕсен шучĕ 1 пинрен иртнине, çак йышри çынсем çĕршыв пуласлăхне хăйсен тÿпине хывнине, пуçаруллă халăхăн проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн хыснаран укçа уйăрнине палăртнă вăл.
Общество палатин председателĕ Алексей Судленков малтанхи форумсен сĕнĕвĕсене республикăн аталану программине кĕртнине аса илтернĕ. Хальхи форумра социаллă пулăшу, ыр кăмăллăх, территорисен тата вырăнти пĕрлешÿсен аталанăвĕ, социаллă предпринимательство тавра хускатнă ыйтусене те Правительствăра пăхса тухасса шаннине каланă.
Михаил Игнатьев гранта тивĕçнисемпе уйрăммăн тĕл пулнă. Общество хастарĕсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă май ĕмĕт-шухăшне палăртнă. Кăçал республикăри конкурса 134 проект тăратнă. Пĕрремĕш тапхăрта 62 заявкăна пăхса тухнă, 10-шне патшалăх пулăшу кÿнĕ, вĕсене пурнăçлама 9,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче 72 проекта пăхса тухаççĕ. Çĕнтерÿçĕсем ноябрĕн 1-мĕшĕнче паллă пулаççĕ.
«Веда» шырав отрячĕн председателĕ Павел Просуков, тĕслĕхрен, салтаксен çĕр айĕнчен кăларнă япалисен музейне уçасшăн, çавăнпах уйрăм вырăн ыйтнă. Раççей ача-пăча фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Кислов волейбол шкулĕ уçма сĕннĕ.
Форумра Раççей Федерацийĕн Общество палатин, республикăри коммерциллĕ мар тытăмăн, вырăнти хăй тытăмлăх, бизнес пĕрлешĕвĕн представителĕсем, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тухса калаçнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *