Ултавçăсене ан ĕненĕр

Ултавçăсене ан ĕненĕр

Ют çынсемпе калаçнă чухне асăрхануллă пулмаллине, пурлăха ултавçăсенчен сыхламаллине каласах тăратпăр, апла пулин те ултав-çăсен серепине лекнĕ тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ.
Акă, сăмахран, Н. гражданка пирĕн районти пĕр ялта ют пурлăха хапсăнса Е. гражданкăпа паллашнă, ăна ун çинче пăсташ пуррине, хăй ăна сирме пултарнине ĕнентернĕ. Çакна тума Е.-н ылтăн вăчăрипе хĕресне илнĕ, пăсташа килне кайса сирессине палăртса ылтăн япаласене пĕрле илсе кайнă. Çакăн хыççăн Н. тарса çухалнă. Çапла майпа Е. 14380 тенкĕлĕх тăкак курнă.
Н. РФ Уголовлă Кодексĕн 159 статйин 2 пайне кĕрекен преступление тунă — çынна улталаса тата шанăçа кĕрсе унăн пурлăхне вăрланă. Халĕ Н.-ăн суд умĕнче хăй тунă ĕçшĕн явап тытма тивет.
Аса илтеретпĕр: енчен те сирĕн ялта юмăç пăхакансем, ыйткаласа çÿрекенсем, йÿнĕ хакпа хуçалăхра кирлĕ тĕрлĕ тавар сутакансем çÿреççĕ пулсан, вĕсен транспорт хатĕрĕсен номерĕсене çырса илсе 5-14-13, 02 е 112 номерсемпе шăнкăравламалла. Асăрхануллă пулăр!
РФ ШĔМĕн Комсомольскинчи уйрăмĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *