Спектакль курнă, сăвă каланă

Спектакль курнă, сăвă каланă

Октябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче Ю. Яковлевăн «Умка» спектаклĕн премьери иртнĕ. Ăна сывлăх енчен çитменлĕхлĕ, адаптациленĕ программăпа вĕрентекен вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакан ачасене кăтартнă. Мероприятие ЧР ачасен прависен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, ЧР хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Алевтина Федорова тата Шупашкарти сывлăх енчен çитменлĕхлĕ ачасене пуçламăш пĕлÿ паракан 3-мĕш номерлĕ шкулăн директорĕ, «Особые-разные-равные» проектăн ертÿçи Евгения Осипова хутшăннă. Мероприяти асăннă проектпа килĕшÿллĕн иртнĕ.
Юмах курма 200 çын ытла пуçтарăннă. Умка упа çури, унăн тусĕ — Тимка арçын ача, упа ами куракансене асамлă уяв — Çĕнĕ çул çывхарса килни çинчен аса илтернĕ. Уявăн иккĕмĕш пайĕнче учитель-логопед, аслă категориллĕ дефектолог Татьяна Матвеева куракансемпе 3 минутлăх тренинг ирттернĕ. Малалла пуçтарăннисене пукане театрĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.
Юлашкинчен проекта хутшăннă ачасем сăвăсем каласа куракансене савăнтарнă. «Хăйне евĕрлĕ» ачасем пуçтарăннисенчен хăрамасăр алла микрофон тытса сăвă калани — питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эппин, проект ĕçлет, вăл ачасене çитĕнÿсем тума пулăшатех.
Н.МЕДВЕДЕВА
хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *