Воскресенье, 13 октября

«Кĕр парни» сентрисем тулли те пуян

«Кĕр парни» сентрисем тулли те пуян

Октябрĕн 25-мĕшĕнче районта кĕрхи тулăх кунсене халалланă пысăк уяв — «Кĕр парни — 2018» иртрĕ. Ăна кашни çулах йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кĕрхи ярмăрккана районта пурăнакансем, пахча çимĕç çитĕнтерекенсем, райпора тăрăшакансем кĕтеççĕ. Уяв кунĕнче район центрĕ чăн-чăн суту-илÿ лапамне çаврăнать вĕт. Хĕле валли темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла, тĕрлĕ юр-вар туянма пулать кунта.
«Кĕр парни» ярмăрккана район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов уçрĕ. Вăл суту-илÿ тăвакансене продукцие ăнăçлă сутма, туянакансене вара паха тавар туянма сĕнчĕ. Райпо председателĕ Светлана Грачева та пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. «Чи паха продукци — паян сĕтел çинче» — терĕ вăл.
Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем уява килнисене савăк юрăпа савăнтарчĕç, «Островок» ташă ушкăнĕ вара илемлĕ ташшисемпе чуна тыткăнларĕ.
Çанталăк сивĕрех пулни никама та хăратмарĕ. Кунĕпех район центрĕнче суту-илÿ пычĕ. Районта пурăнакансем купăста, кишĕр, çĕрулми, вăрлăхлăх çĕрулми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сухан, ыхра туянчĕç. Чылайăшĕ вара пахча çимĕç çеç мар, улма-çырла, пулă, пыл, аш-какай туянма ятарласа таврари ялсенчен килнĕ. «Кĕр парни» ярмăрккара çĕрулмине вăтамран 10—12 тенкĕпе, сухана 15 тенкĕпе, ыхрана 70—120 тенкĕпе сутрĕç. «Слава картофелю» агрофирма ĕçченĕсем ял çыннисене çĕрулми вăрлăхĕсем сĕнчĕç.
— «Эволюшен», «Инара», «Гала» вăрлăхлăх çĕрулмине хаваспах туянчĕç паян, — терĕç агрофирмăра тăрăшакансем. Маринăпа Анатолий Ефремовсем вырăнти хуçалăхра çитĕнтернĕ продукцие халăха сĕнчĕç. «Турхан» хуçалăх ертÿçи Юрий Михайлов купăста сутрĕ. Вăл кăçал аван çитĕннĕ. Райпо сутуçисен сентрисем вара чăннипех тулли: аш-какайĕ, тĕрлĕ йышши пулă, çăкăр-булка, кукăль, печени, пахча çимĕç, улма-çырла. Кăмăл пулсан тем те туянма пулать.
Район çыннисен шухăш-кăмăлĕпе интересленмесĕр те чăтаймарăм.
— «Кĕр парни» ярмăрккана йĕркелени чăннипех те ырă пулăм. Кунти продукцие хаваспах туянатпăр. Сентресем çинче мĕн кăна çук тата!; Ярмăрккана пĕр кун çеç мар, пĕрер эрне йĕркелесен те аванччĕ те, — терĕ Людмила Кокшина.
— Хĕл каçма çĕрулми, купăста, сухан, ыхра çителĕклĕ туянтăмăр. Питĕ пысăк уяв паян. Йĕркелекенсене пысăк тав, — терĕ Марина Павлова.
— Эпир паян çĕнĕ çĕрулми вăрлăхĕ — «Эволюшен» туянтăмăр. Çитес çул тухăçпа савăнасса кĕтетпĕр, — терĕ Михаил Васильев.
Апла пулсассăн ял çыннисем уява чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *