Четверг, 12 декабря

Çамрăксене яланах тимлĕх кирлĕ

Çамрăксене яланах тимлĕх кирлĕ

Юлашки вăхăтра телеканалсемпе, радиопа час-часах шкулта вĕренекенсем, çамрăксем хăйсем çине алă хуни çинчен илтме пулать. Сăлтавĕ мĕнре-ха?
Тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн чылай чухне çакă паллă пулнă — çамрăксем Интернетри тĕрлĕ сеть авăрне путнă. Сеть модераторĕсем е кураторĕсем хушнă ĕçе пурнăçласа вĕсем хăйсем çине алă хураççĕ иккен.
Ĕç-пуç мĕнрен пуçланать-ха? Чи малтанах социаллă сетьпе усă куракан ача ушкăнсен йышне кĕрет. Куратор ачана «хура» ĕç хушать. Урăхла каласан, майĕпен вилĕм патне илсе çитерет. Çакă вара — чи хăрушши. Çавăнпа та чи малтанах ашшĕ-амăшĕн ача пушă вăхăта мĕнле ирттернине, Интернетра мĕн тунине, еплерех страницăсене кĕнине тĕрĕслесе тăмалла. Ача ытларах мĕнпе кăсăкланнине те сăнамалла. Унăн кăмăл-туйăмĕ улшăнни, кăмăлсăр пулни, сăлтавсăрах вăрçăнни, вĕренменни, çывăрманни — ашшĕ-амăшне сисчĕвлентерекен пулăмсем. Енчен те эсир ача пĕр-пĕр ушкăнра тăнине асăрхарăр пулсассăн, тăхтаса тăмасăрах лару-тăрăва уçăмлатăр. Чи малтанах ачапа калаçăр, ăна тĕрĕс çул çине тăма пулăшăр. Вăрçăнни, çирĕп ыйтни сире пулăшмĕ, тĕпренчĕкĕрсемпе пĕр чĕлхе тупмалла, «вилĕм ушкăнне» кĕни, вĕсем хушнă ĕç мĕн патне илсе çитернине ăнлантарса памалла. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма май килмесен психолог сире тивĕçлĕ пулăшу паратех.
Çамрăксем «вилĕм ушкăнне» мĕншĕн лекеççĕ-ха? Çакă чи малтанах çемьери кăткăс лару-тăрупа, ашшĕ-амăшĕн тата çывăх çыннисен тимлĕхĕ çитменнипе те пулать. Çавăнпа та ачасемпе ытларах калаçăр, пушă вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшăр. Интернет еплерех хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнлантарса парăр. Ачасене асăрхаттарма çăмăлрах. Вилĕм авăрĕнчен çăлма вара йывăр пулĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Психолог каншĕ
Галина ВОЛКОВА,
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн психолог-педагогĕ:
«Интернет — вăрăм та сарлака урам евĕр. Çавăнпа та ача урама тухиччен эпир ăна ăçта уçăлса çÿремеллине, палламан çынсемпе хутшăнма юраманнине, кил- çуртран инçе каймалла маррине асăрхаттаратпăр. Интернетпа усă курнă чухне те çак ĕçех пурнăçламалла. Палламан çынсемпе пушшех çыру çÿретме юраманнине, вĕсем çырнине хурав пама кирлĕ маррине каламалла. Пĕлнĕ-пĕлмен сетьсене кĕмелле маррине, тĕрлĕ ссылкăсем хыççăн каймалла маррине те асăрхаттарсах тăмалла. Тĕслĕхрен, шăпах сетьсенче тĕрлĕ «вилĕм ушкăнĕсем» пуррине, вĕсем çамрăксене хăйсен серепине туртнине каласа памалла. Çакă инкек патне илсе çитерме пултарнине тĕплĕн ăнлантарса парăр. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ — лару-тăрăва хаклама вĕрентесси, ачасене хăрушлăхран сыхласси. Енчен те сире ача тыткаларăшĕнче мĕн те пулин сис-чĕвлентерет пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăрах пирĕнпе калаçма пултаратăр. Эпир сире те, ачасене те яланах пулăшма хатĕр. Чи пĕлтерĕшли — çамрăк ăру тĕрĕс-тĕкел çитĕнни».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *