Вторник, 23 апреля

Хастаррисем çĕнтерчĕç

Хастаррисем çĕнтерчĕç

Октябрĕн 20-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче дуатлон тупăшăвĕнче икĕ хутчен Европа чемпионĕ ята тивĕçнĕ, тĕнче спорт мастерĕн Сергей Валерьевич Яковлевăн парнисене çĕнсе илессишĕн акватлон тупăшăвĕ иртрĕ. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Александр Яковлев судья, «Кĕтне» ФСК директорĕн çумĕ Петр Порядков саламларĕç, стартра ăнăçу сунчĕç.
Ăмăртăва район спортсменĕсем çеç мар, Патăрьел, Канаш, Елчĕк, Йĕпреç, Тăвай, Çĕрпÿ, Куславкка районĕсен тата Шупашкар хулин маттур тупăшуçисем хутшăнчĕç. 7—60 çулхисем çуран чупса, шывра ишсе ăмăртрĕç. Тупăшăва 6 ушкăнра йĕркелерĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче тупăшучăннипех те хĕрÿ пулчĕ. Вĕсем 800—1500 метрлă дистанцие чупрĕç, 200—400 метр ишрĕç.
Чи матуррисем малти вырăнсене йышăнса Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Районти маттур спортсменсем, ишме, чупма кăмăллакансем: И.Айзетов, К.Денисов, А.Мамуткина хăйсен ÿсĕмĕсенче 2—3-мĕш вырăнсене тивĕçме пултарчĕç. Ыттисем те вĕсенчен айккинче юлмарĕç. Тепĕр ăмăртура вĕсем те çĕнтерÿпе савăнтараççех. Ачасемпе Н.Сахров тренер ĕçлет. Вăл вĕсене пирвайхи ăсталăха хăнăхтарать те.
Ахальтен мар çамрăк спортсменсем республика тулашĕнчи ăмăртусене те хутшăнаççĕ.
ПĔЛМЕ ИНТЕРЕСЛĔ:
Сергей Валерьевич Яковлев ентеш — Чăваш Республикинчи Ironmen дистанцие парăнтарма пултарнă пĕртен-пĕр спортсмен.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *