Чăваш Ен Правительстви пурăнакан çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн паракан субсидисене республика бюджетĕнчен илмелли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ субсиди илме заявлени çырнă чухне граждансен пĕрле пурăнакан кашни çынна кăтартмалла, мĕнле тăван пулнине палăртмалла. Унччен çакна валли ятарлă справка илмелле пулнă.
Республика бюджетĕнче коммуналлă пулăшусемшĕн субсидилеме 2018 çул валли 294,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 170,4 миллион тенкипе усă курнă. Субсидие 16,8 пин ытла çемье илнĕ, вăтамран кашни çемьене 1122 тенкĕ лекнĕ. Çакăн пек субсидие коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн 22 процентĕнчен ытларах кайсан илме пулать.
Унсăр пуçне пирĕн республикăра пурăнакансем çак пулăшусемпе усă курма пултараççĕ:
— федераллă льготниксене коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленине укçан компенсацилеççĕ;
— 70 тата 80 çул тултарнă граждансене капиталлă юсавшăн тÿленĕ укçана компенсацилеççĕ;
— педагогика, медицина, культура сферинче, социаллă сферăра тата ветеринари службинче ĕçлекен ялти специалистсене коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленине укçан компенсацилеççĕ.
Федераллă льготниксене кашни уйăхра учет приборĕсем кăтартнă тăрăх палăртнă коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ укçан 50 процентне каялла тавăрса параççĕ. Çакна тунă чухне нормативсене те шута илеççĕ.
70—80 çулсенчи граждансене капиталлă юсавшăн тÿленĕ укçана 50 е 100 процент чухлĕ компенсацилеççĕ. Çав вăхăтрах çак категорири граждансен куçман пурлăхăн харпăрçи пулмалла, ĕçлемелле мар. Çакна валли кăçал бюджетра 28,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак пулăшупа 6,7 пин çын 6,3 миллион тенкĕлĕх усă курнă.
Ялти специалистсене вара коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен 1055 тенкĕ параççĕ. Кăçалхи январь—сентябрь уйăхĕсенче çак компенсаципе 15 пин ытла специалист 137,5 миллион тенкĕлĕх усă курнă.
Çавăн пекех ĕç ветеранĕсем, реабилитациленĕ çынсем, политика репрессийĕсенчен шар курнă çынсем коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме 50 процент чухлĕ льготăпа усă кураççĕ.
4 тата ытларах ачаллă çемьесене те коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме компенсаци параççĕ. Вăл ача пособийĕпе пĕрле килет. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çакăн пек компенсацие 3 пин ытла çемье илнĕ.
Социаллă пулăшусене вăхăтра тÿлесе пыракансене çеç параççĕ. Вĕсемпе усă курас тесен районти социаллă хÿтлĕх пайне е нумай функциллĕ центра пымалла. Заявление патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕ урлă та пама пулать.