Юлашки вăхăтра социаллă сетьсенче компьютер урлă укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май пурри пирки тĕрлĕ пĕлтерÿ курма пулать. Аслисем çакă ултав пулнине ăнкарса илĕç-ха, çул çитмен çамрăксем вара вĕсен серепине лекес хăрушлăх пур. Вĕсем çăмăл майпа укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе хăйсем ултавçăсен серепине лекнине сиссе те ĕлкĕреймеççĕ. Чылай чухне шăпах вăрттăн майпа наркотик сутма та килĕшеççĕ. Çул çитмен çамрăксене мĕнле яваплăх кĕтме пултарать?
Ыйтăва районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ Рева Жукова уçăмлатать:
— Пĕтĕмĕшле йĕрке тăрăх, 16 çул тултарсан уголовлă яваплăх тытмалли вăхăт пуçланать. Хăш-пĕр преступленишĕн вара 14 çул тултарсанах пур.
Наркотиклă хутăшсен саккуна хирĕçле çаврăнăшĕпе çыхăннисем шăпах вĕсен ушкăнне кĕреççĕ. Акă, РФ УК 229 статйин наркотиклĕ, психотроплă хутăшсене вăрланăшăн е хистесе туртса илнĕшĕн 14 çул тултарман çамрăка 20 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма ирĕк парать, ăна саккуна пăсса туяннăшăн, упранăшăн, турттарнăшăн, хатĕрленĕшĕн 228 статьяпа наркотик хатĕрĕн виçине кура — 15 çуллăха. Çак статьясемпе ĕç пуçарма хăш-пĕр йышши наркотикĕн 0,01 грамĕ те çителĕклĕ.
Юлашки вăхăтра наркотиклĕ, психотроплă хутăшсене вăрттăн вырăнсене хурса хăварни çамрăксем хушшинче çав усала анлă сарăлмалли мел пулса тăчĕ. Наркодилерсем хулăн укçа сĕнсе ним ăнланманскерсене хăрушă преступлени авăрне сĕтĕрсе кĕреççĕ. Интернет уçлăхĕнче, мобильлĕ приложенисем урлă çакăн пек пĕлтерÿсем илнĕ хыççăн сисчĕвленмелле. Наркотиксене вăрттăн вырăнсем тăрăх хурса çÿрекенсене РФ УК 228 статйин 1-мĕш пайĕпе 20 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Çул çитмен айăпланакансене, вунулттă тултарманнисене РФ УК 88 статйи ирĕклĕхсĕр хăвармалли вăхăта ултă çул таран палăртать, уйрăмах йывăр преступленисемшĕн — 10 çул таран. Çул çитменнисем айăплав вăхăтне воспитани колонийĕсенче ирттереççĕ.
Çавăнпа та ачасем пушă вăхăта епле ирттернине тĕрĕслесех тăрăр. Интернет сетĕнче кирлĕ-кирлĕ мар страницăсенче çÿремеççĕ-ши вĕсем? Çакна пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕн пĕлмелле.