Уй-хирте

Уй-хирте

Кĕркунне, апла пулин те çанталăк аванах тăрать-ха. Çакăн евĕр ырă кунсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем туллин усă кураççĕ.
Районти ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров палăртнă тăрăх, 425 гектар çинче çитĕннĕ куккурусран 5998 тонна силос янтăланă. Ку енĕпе «Кызыл сабанча» /1345 тонна/ тата Атласкинăн фермер хуçалăхĕсем /1200 тонна/ , «Искра» /1000 тонна/ колхоз аван ĕлкĕрнĕ.
Районта пахча çимĕç те çитĕнтернĕ. Вĕсен лаптăкĕ 70 гектарпа танлашать. Хальлĕхе 2911 тонна хатĕр продукцие пухса кĕртнĕ. Ĕç вĕçленмен-ха, вăл малалла пырать.
Ку таранччен хĕвелçаврăнăшĕ кăнтăр енчи регионсенче ÿсекен культурăсенчен пĕри шутланнă пулсан, халĕ вăл пирĕн районшăн та ют мар: Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ хĕвелçаврăнăш ÿстерес енĕпе тимлет. 110 гектар çинчен 120 тонна тухăçа пуçтарса илнĕ те ĕнтĕ. Хĕвелçаврăнăшне тип çу заводне ăсатаççĕ.
«Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО çулсерен сахăр кăшманĕ çитĕнтерет. Кăçал та хуçалăхсем ăна 105 гектар çине акса хăварнă пулнă.
— Кăçал тухăç савăнмаллах мар. Тымарçимĕçе аталанма май пулмарĕ, — пăшăрханăвне пытармарĕ асăннă хуçалăх ертÿçи Ремис Мансуров.

А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *