Четверг, 25 апреля

Росреестр хурав парать

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ сентябрь уйăхĕнче телефонпа панă ыйтусен хура-вĕсемпе хаçат вулаканĕсене паллаштаратпăр.
— Манăн арбитраж управляющийĕ пулас килет. Пирĕн республикăра çак профессие вĕрентеççĕ-и?
— Пирĕн республикăра арбитраж управляющийĕсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче çеç Росреестрпа тунă килĕшÿ урлă хатĕрлеççĕ.
— Эпĕ кредитор. Мана арбитраж управляющийĕ тăвакан ĕçсем килĕшмеççĕ. Хамăн правăсене хÿтĕлеме ăçта кайма пулать?
— Эсир Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине, ЧР Прокуратурине, арбитраж управляющийĕсен хăй тĕллĕн йĕркеленекен организацине е Арбитраж судне кайма пултаратăр.
— Кÿршĕ манăн çурт çумнех çурт купаласа лартрĕ. Вăл манăн çĕр çине те кĕрсе кайнăн туйăнать. Çурта нормăсене пăхăнса лартнине тата манăн çĕр çине кĕрсе кайнипе-кайманнине Росреестр тĕрĕслеме пултарать-и?
— Санитари тата çурт тăвас нормăсене пăхăннине Росреестр тĕрĕслемест. Ют çĕр çине кĕрсе кайнине вара эпир тĕрĕслеме пултаратпăр. Ку тĕслĕхре административлă тĕрĕслев е Сирĕн çăхавпа планпа палăртман тĕрĕслев ирттерме пулать. Çав вăхăтрах управлени çĕр тавлашăвĕсене татса памасть, çĕр участокĕсен чиккисене палăртмасть. Енчен те Сирĕн çĕр участокĕн чиккисене палăртман пулсан, чи малтанах кадастр ĕçĕсем /межевани/ тумалла.
— Кÿршĕ хăйĕн пуссипе картине манăн çĕр участокĕ çине вырнаçтарнине палăртсан ăна мĕнле явап тыттараççĕ?
— Тĕрĕслев çĕр законодательствине пăснине çирĕплетсен, ăна тÿрлетме предписани çыраççĕ, йăлтах йĕркене кĕртмелли вăхăта палăртаççĕ, административлă майпа 5000 тенкĕлĕх штраф пама пултараççĕ.
— Коррупцие хирĕç тăрас ыйтусемпе мĕнле телефонпа шăнкăравлама пулать-ши?
— Росреестрта талăкĕпех, канмалли кунсемсĕр ĕçлекен «шанăç телефонĕ» пур. Унта килекен шăнкăравсем çырăнса юлаççĕ. Коррупци факчĕсем çинчен Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн «шанăç телефонĕпе» — 8/8352/62-41-02 е Росреестрăн Мускаври «шанăç телефонĕпе» — 8/495/917-38-25 шăнкăравласа пĕлтерме пулать.
— Эпĕ çĕр участокĕн межеванине тăвасшăн. Кадастр инженерĕ патне пырса унăн геодези ĕçĕсем тума лицензи пуррипе интереслентĕм. Вăл межевани тума лицензи кирлĕ маррине пĕлтерчĕ. Чăнах та çакăн пек-и;
— РФ законодательствинче хăш ĕçсем валли лицензи кирлине палăртса тухнă. Вĕсем хушшинче çĕр межеванийĕ çук. Апла пулсан ăна валли лицензи кирлĕ мар.
— Манăн аннен çĕр пайĕ çине кивĕ свидетельство пур. Эпир çĕр участокне харпăрлăха регистрацилеме шутларăмăр, кадастр ĕçĕсене пикентĕмĕр. Анчах та умра йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Пирĕн колхозра нумайăшĕ хăйсен прависене çакăн пек регистрациленине пĕлетпĕр. Анчах та ăçта пушă участок юлнине мĕнле пĕлмелле? Пире хамăрăн колхоз çĕрĕсен планĕн копине илме Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине пыма сĕнчĕç.
— Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ даннăйсен патшалăх фондĕнчи çĕрпе çыхăннă документсене кирлĕ пулсан пама пултарать. Унта тăпран пахалăхне тĕрĕсленипе, çĕрсен инвентаризацине ирттернипе, çĕрпе усă курнипе çыхăннă даннăйсем, хуçалăхсенчи çĕрсен проекчĕсем, çĕр виçев ĕçĕсем, карттăсем /плансем/ упранаççĕ.
Çапла вара Эсир колхоз çĕрĕсен планне илме пултаратăр, унта çĕрсене мĕнле пайлани йăлтах курăнать. Çакăн хыççăн архиври даннăйсене хальхисемпе танлаштармалла, территорин кадастр планне ыйтса илмелле е Росреестр сайтĕнче «Уçă кадастр карттине» пăхмалла. Унта хăвăра валли пушă çĕр участокĕ тупма пулать.
— Нумаях пулмасть çĕр участокĕ туянтăмăр. Пирĕн çĕнĕ кÿршĕ эпир унăн çĕрĕн пайне ярса илнĕ тесе çирĕплетет. Анчах та документсем тăрăх унăн участокĕ пĕчĕкрех пулмалла. Вăл суда заявлени пачĕ. Пирĕн участокăн унчченхи хуçи каланă тăрăх, межевание 2006 çулта туса ирттернĕ. Чикĕсене куçарманнине, вĕсем 2006 çултанпа çакăнта вырнаçнине эпир мĕнле çирĕплетсе параятпăр;
— Енчен те çĕр участокĕн чиккисем улшăнман пулсан, çĕнĕрен кадастр ĕçĕсем ирттермелле мар. Тавлашăва татса парас тесен Даннăйсен патшалăх фондĕнче упранакан çĕр виçевĕпе çыхăннă документсемпе паллашмалла. Çак даннăйсемпе Эсир çĕр участокĕ 2006 çултанпа улшăнманнине çăмăллăнах çирĕплетме пултаратăр.
— Хĕрĕме хамăн участока тата çурта парнелесшĕн. Унăн пур правăна та хăйĕн çине регистрацилеме мĕн чухлĕ патшалăх пошлини тÿлемелле? Парнеленине çирĕплетекен килĕшĕве эпир алă пуснă ĕнтĕ.
— Харпăр хăй хуçалăхне тытса пымалли тĕллевлĕ çĕр участокне парне пек илекенĕн 350 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлемелле. Çак çĕр участокĕ çинче вырнаçнă куçман пурлăхăн кашни объекчĕшĕн тата 2000-шер тенкĕ тÿлемелле.
Аса илтеретпĕр, енчен те Эсир хăвăрăн ыйтăва «телефон линийĕ» вăхăтĕнче парса ĕлкĕреймерĕр пулсан, çак телефонсемпе ĕç вăхăтĕнче шăнкăравлама пултаратăр: 8/8352/62-05-38 тата 8-800-100-34-34.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-служби.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *