Вторник, 23 апреля

Эпир – вулакан Раççейшĕн

Пĕтĕм тĕнчери Шкул библиотекисен кунне çулсерен октябрĕн 4-мĕш тунтикунĕнче уявлаççĕ. Кăçал вăл октябрĕн 22-мĕшне лекет. Çак уйăхра, йăлана кĕнĕ тăрăх, пур вĕренÿ учрежденийĕсенче те шкул библиотекисен уйăхлăхĕ иртет. Кăçал унăн теми — «Эпир — вулакан Раççейшĕн!»

Уявăн тĕп тĕллевĕ — шкул библиотекисем çине тимлĕх уйăрасси. Уйăхлăхăн тĕллевĕ вара — вĕренекенсене вулав культурипе наукине аталантарассинче, ăрусен çыхăнăвне йĕркелессинче кĕнеке пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартса парасси.
Шкул библиотеки хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Чи малтанах вăл вĕренÿ никĕсĕ шутланать, мĕншĕн тесен вăл вĕренĕве информаципе тата кирлĕ документсемпе тивĕçтерет. Çав вăхăтрах ăна ятарлă библиотека теме те пулать, мĕншĕн тесен вăл педагогсен коллективне пособисемпе тивĕçтерет. Унсăр пуçне вĕренекенсем ун урлă шкул программине кĕмен материалсемпе те паллашаççĕ. Паянхи кун Раççейре шкул библиотекисен шучĕ 67 пине яхăн.
Уйăхлăх вăхăтĕнче пирĕн районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен библиотекарĕсем те тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ: литература вулавĕсем, библиотека урокĕсем, вулакансен конференцийĕсем, ыр кăмăллăх акцийĕсемпе конкурссем. Вĕренекенсем пулăшнипе стена хаçачĕсем, кĕнеке куравĕсем хатĕрлеççĕ. Кăçал шкул ачисем хушшинче «Эпĕ вулама юрататăп!» ÿкерчĕксен конкурсĕ иртет.
Пирĕн районта — 19 шкул библиотекарĕ. 10 çултан пуçласа 30 çул таран çак ĕçре тăрăшакансене уйрăммăн асăнас килет. Вĕсем: О.А.Кириллова, Г.Ф.Медведева, Г.П.Пушкина, И.Н Алексеева, М.Н.Шишкина, Л.И.Никифорова, И.А.Ильина, В.Н.Арсентьева. Районти професси конкурсĕсене, семинар занятийĕсене Н.К.Кашина, Л.Г.Белкова, Н.Ю.Константинова, М.Н.Шишкина, Г.Ф. Медведева яланах хастаррăн хутшăнаççĕ.
Библиотека ĕçĕн ветеранĕсене: В.Г.Петровăна, Р.Н.Свистуновăна, Л.В.Хораськинана, Ф.Ш.Хайбуллинана яланах ăшшăн аса илетпĕр. Вĕсем 30—40 çул вĕренÿ тытăмĕнче вăй хунă, пысăк çитĕнÿсем тунă.
Шкул библиотекарĕсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулнă май, пур ветерансене, шкул библиотекарĕсене уяв ячĕпе саламлатăп. Хаклă библиотекарьсем! Паянхи пекех хастар та пултаруллă, тăрăшуллă та ырă-кăмăллă, пуян ăс-хакăллă пулăр.
Е. САВЕЛЬЕВА,
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн библиотекарĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *