Республикăра, районта пурăнакансем хăйсем спортпа туслă пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе параççĕ. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене пĕрре анчах мар çĕнсе илеççĕ. Çак çитĕнÿсем ахаль пулмаççĕ. Кунта сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни, спортпа туслă пулни, кунсерен тренировкăсене çÿрени пысăк витĕм кÿрет. Пирĕн тăрăхра сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем сахал мар. Вĕсем яланах спорт мероприятийĕсенче хастар. Хăйсем çеç мар, аслисем ачисене спорта хăнăхтарса ÿстереççĕ. Çынсемшĕн, паллах, чи малтанах тĕслĕх вырăнĕнче вырăнти влаç органĕсенче тăрăшакансем. Çавна май спорт мероприятийĕсенче вĕсем пуринпе те пĕрле зарядка тăваççĕ, старта тăраççĕ. Вăл çеç-и, вĕсем тĕрлĕ спартакиадăсенче, ăмăртусенче вăй виçеççĕ, районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăхне çирĕплетеççĕ. Апла пулсассăн эпир пурте сывă пурнăç йĕркишĕн!
Акă, октябрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле пурте ирхи тренировкăна тухрĕç. Вĕсен йышĕнче: район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем, министерствăсемпе ведомствăсене ертсе пыракансем, специалистсем. Пурте пĕрле ирхине пуçтарăнса сывлăха çирĕплетнине мĕн çиттĕр; Паллах, нимĕн те. Атăл хĕрринчи ирхи тренировкăна хутшăнма кăмăл тунисем чупса, утса, велосипедпа ярăнса киленĕ.
Михаил Игнатьев, хăйĕн ĕç кунне кунсерен спорт тренировкинчен пуçланăран, ыттисене те çапла тума, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма, сывлăха тăтăшах çирĕплетме сĕннĕ.
— Паянхи ирхи тренировка республикăра пурăнакан кашни çыншăн тĕслĕх пултăр. Михаил Васильевич, район, хула администрацийĕн пуçлăхĕсем, министрсем сывă пурнăç йĕркипе пурăнмаллине, ирсерен зарядка тумаллине, спортпа туслашмаллине тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕç. Çакна кашни çын курса, ăша хывса спортпа туслаштăр,— терĕ Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов.
Палăртса хăвармалла, Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансем спортпа ытларах та ытларах интересленнине пĕлтерсе 4 çул хушшинче Чăваш Республики РФ Президенчĕ лартнă тĕллеве — спортпа туслă çынсен шайне 55 процент таран ÿстерме палăртнă. «Çакна валли пирĕн йăлтах пур. Спорт объекчĕсем хуласенче те, ялсенче те çывăхра вырнаçнă. Халĕ пĕчĕк бюджетлă çĕнĕ объектсемпе ĕçлетпĕр: футбол уйĕсем тăватпăр, спорт площадкисене йĕркене кĕртетпĕр, Атăл хĕррине волейбол площадкисем вырнаçтаратпăр, пляж волейболне аталантаратпăр, çывăх вăхăтра пляж футболĕ те пулĕ», — тенĕ вăл палăртса Ульяновск хулинче иртнĕ «Раççей — спорт çĕршывĕ» форумра.