Вторник, 16 апреля

Ыйтусене ял çыннисемпе сÿтсе яврĕç

Ыйтусене ял çыннисемпе сÿтсе яврĕç

Юнкун районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Пирĕн района Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Хыпар» хаçат тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, «Слава картофелю» агрофирмăн учредителĕ Александр Капитонов, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Валерий Туркай килсе çитрĕç. Пĕрлехи информаци кунĕн членĕсем Элпуç, Асанкасси, Комсомольски, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕсене çитрĕç.
Александр Осипов ертсе пыракан ушкăн чи малтанах тĕп больницăра пулчĕ, унта иртекен юсав ĕçĕсемпе паллашрĕ. Паянхи куна больницăри уйрăмсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта хирурги, ача-пăча, инфекции уйрăмĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Халĕ строительсем гинекологи, терапи, реанимаци, паллиативлă уйрăмсенче тăрăшаççĕ. Ĕç калăпăшĕ пысăк пулин те ăна декабрь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче вĕçлеме план- ланă.
Ĕçлĕ ушкăн Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче пулнă май вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ. Информаци кунĕнче сÿтсе явма палăртнă ыйтусене шăпах педагогсемпе пĕрле пăхса тухрĕç. Унсăр пуçне Александр Николаевич çÿп-çап пуçтарас ыйтăва та уçăмлатрĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен республикăра регион операторĕ ĕçлеме пикеннĕ. Паянхи куна районти ăпăр-тапăра «Полигон» ООО илсе тухать. «Полигон» автомашинисем кашни ял тăрăхне çитеççĕ, халăхран хыт каяшсене пуçтараççĕ. Маларах ăпăр-тапăра илсе тухнăшăн çынсем уйрăмшар е çулталăкра пĕрре укçа-тенкĕ хывнă пулсассăн, малашне кашни çын патне ятарлă счет килме тытăнать. Пĕр çын пуçне 74,44 пус тÿлеме тивет. Çакна саккунпа пăхса тухса çирĕплетнĕ.
Кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене пăхăнасси çинче районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ Дмитрий Кузьмин чарăнса тăчĕ.
Инна Лепешкина ертсе пыракан ушкăн Элпуç ял тăрăхĕнчи «Дружба» хуçалăх ĕçченĕсемпе, Хирти Явăш пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн вĕрентекенĕсемпе тĕл пулчĕ, информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Татьяна Рябинина пухăннисене Чăваш Республикинче çул-йĕр ĕçĕсем епле пурнăçланнипе паллаштарчĕ, çавăн пекех грипа хирĕç вакцинацилесси çинче чарăнчĕ.
— Кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта пушарсем ан тухчăр тесен ялан сыхă тăрăр, тимлĕ пулни темрен паха. Кил-çуртра усă куракан электроприборсемпе газ плитисем юсавлă пулччăр. Мунча хутнă вăхăтра айккине пăрăнма ан тăрăшăр, ăнсăртран çухатнă тимлĕхе пула инкек курмалла ан пултăрччĕ, — терĕ районти пушар надзор уйрăмĕн инспекторĕ Иван Чаркин.
Коммуналлă хуçалăхри хыт каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕпе çыхăннă ыйту информкунăн тĕп темисен йышĕнче мар, апла пулин те, влаç органĕнче тăрăшакансем ку енĕпе те калаçрĕç, халăха çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç.
Тĕлпулусем иртнĕ хыççăн информаци ушкăнĕн членĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн пÿлĕмĕнче тепĕр хут пуçтарăнчĕç, информкуна пĕтĕмлетрĕç.
А.ЕФРЕМОВА,
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *