Пятница, 13 декабря

Упрар тăван чĕлхемĕре

Упрар тăван чĕлхемĕре

Кашни ачан пултарулăхне асăрхаса ăна пулăшса пырасси —вĕрентекенсен тивĕçĕ. Нимĕн те тума пĕлмен ача пулмасть. Çитĕнекен ăру пĕчĕкренех мĕн пултарнине аталантарса пурнăçра тĕрĕс утăм тутăр тесен ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен ырми-канми тăрăшмалла. Çак сăмахсене тĕпе хурса саккăрмĕш класра вĕренекен Дарья Голыева юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче ЧР вĕренÿ институтĕнче «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсăн республика тапхăрне хутшăнчĕ. Ăсталăх конкурсне паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă. Унăн тĕллевĕ — шкулта вĕренекенсене çĕршывăн гражданинĕ пулнине туйса илме, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшакан тата чăваш чĕлхипе усă куракан талккăша сарасси пулчĕ. Конкурсра 7—8-мĕш классенче чăваш чĕлхи вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Ăмăртăва хутшăнмалли 4 тема пулчĕ: Тăван çĕршыв, чăваш чĕлхи, çемье, туслăх. Ачасем мĕнле темăпа калаçмаллине шăпа туртса илчĕç. Çак темăсем тăрăх калаçмалла пулчĕ.
Дарья » Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?» темăна анлăн çутатса пачĕ. Вăл çак темăпа хăйĕн оратор ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулнине кăтартрĕ. Светлана Асамат, Альбина Юрату поэтсем те ачасен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Эпир çакăн пек пултаруллă ачасем пирĕн шкулта вĕреннишĕн савăнатпăр.
Н.ЕФРЕМОВА,
Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *