Шурут вăтам шкулĕнче тăрăшуллă, пултаруллă вĕренекенсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Ангелина Пыркина.
Вăл — 10-мĕш класс вĕренекенĕ. Сăпайлă та вăтанчăк, тирпейлĕ хĕр питĕ тăрăшуллă. Пур предметпа та «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Юлташĕсене кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕрскер, конкурс-викторинăсене хутшăнать, хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать. Районта иртекен пĕр олимпиадăран та юлмасть, малти вырăнсем те пур, паллах, вырăс, чăваш чĕлхисемпе тата литературăпа. Шкулти, клубри, библиотекăри пур мероприятисене те хастар хутшăнать. Ангелинăна район пурнăçĕ те кăсăклантарать. Кашни уявра, конкурссенче сцена çинче куракана савăнтарать. Тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче, ăмăртусенче тивĕçнĕ Хисеп грамотисемпе Дипломсем тăрăшуллă вĕренекенĕн портфолийĕнче питĕ нумай. Пĕр сăмахпа — пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă. Çакна Ангелина Пыркина çитĕнĕвĕсем çирĕплетсе параççĕ. Паллах вĕсем вĕрентекенсен витĕмĕнчен те чылай килеççĕ. Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Л.В. Алексеева, чăваш чĕлхипе литература педагогĕ Л.Н. Тарасова вара çак туртăма вăйлăрах аталантарнă. Вĕрентекенсем те, юлташĕсем те, ашшĕпе амăшĕ те савăнаççĕ хĕрача çитĕнĕвĕсемпе.
Ангелина волонтер пулнăран тĕрлĕ акцие хутшăнать. Юлташĕсемпе ваттисен çуртне çÿрет, аслă çулхисем валли парнесем хатĕрлет. Спортпа та туслă хĕрача. Уйрăмах волейбол секцине çÿреме кăмăллать вăл. Район, республика ша-йĕнче иртекен волейбол вăййисенче Шурут шкулĕн команди яланах пĕрремĕш вырăнта.
— Пушă вăхăт çукпа пĕрех. Шкултан киле утнă чухне уçă сывлăшпа киленни те маншăн темрен паха, — тет вăл.
Ангелина 9-мĕш класс хыççăн шкул саккипе сывпуллашма васкаман. Вăтам пĕлÿ илни çирĕпрех пĕлÿллĕ пулма май парать тет вăл. Ăна вĕрентекен профессийĕ илĕртет.
— Вырăс чĕлхине те тăрăшса ăса хыватăп. Тăван чĕлхепе çырнă сăвăсене вулама юрататăп, хам та сăвăсем çыратăп. Атте-аннерен куçнă чĕлхене кашни чăваш ачин пĕлмелле. Тата чăвашран тухнă паллă çынсене, ентешсене, çыравçăсене яланах асра тытмалла, мĕншĕн тесен пи- рĕн пурнăçа лайăхлатма тăрăшнă вĕсем, — терĕ хĕрача.
Ку сăмахсем хыççăн маттурскерĕн чунĕнче чăваш юнĕ чупни палăрчĕ. Учитель ĕçĕ чуна çывăххинчен ытларах юрист пулас килнине те пытармарĕ хĕрĕ.
Пултаруллă та хастар çамрăксене район администрацийĕн пуçлăхĕ çулсерен стипенди парса хавхалантарать. Районти чылай шкул ачи тивĕçнĕ ăна. Çак стипендие Ангелина та илсе тăрать. Вĕренÿре те, спортра та, шкулти мероприятисенче те маттур стипендиат. Унăн ахаль ларма вăхăт çук. Пушă вăхăта та вăл кирлĕ пек йĕркелеме тăрăшать — алла кĕнеке тытать, Интернетра вĕренÿре кирлĕ тата ăс-хакăл шайне аталантаракан тĕрлĕ информаципе паллашать.
Нумаях пулмасть вара хĕр чи ырă хыпарпа савăнчĕ. Ангелина «Артек» лагере канма кайма тивĕçлĕ пулнă.
Мухтанмалăх пур! Чăннипех те, чăваш чĕлхине, чăваш халăхне, тăван тавралăхне чунтан юратать теме пулать ун çинчен.
Е.КОЗЛОВА,
вĕрентекен.